«Симĕс Чăваш Ен» форум иртет

17 Раштав, 2020

Паян тата ыран пирĕн республикăра «Симĕс Чăваш Ен» экологи форумĕ иртет. Кăçалхипе саккăрмĕш хут йĕркеленĕскере хальхинче онлайн-мелпе пухăннă.

Унта тухса калаçакансенчен пĕри — «Ту!» волонтер-экологсен пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн ертÿçи Андрей Руднев. Вăл çĕршывра экологи волонтерĕсем епле ĕçленипе паллаштарĕ.

Сăмах май каласан, республикăра вăрман ÿстерес, çĕнĕ хунав ÿстерес енĕпе çулсерен самай ĕç туса ирттереççĕ. Кăçал çак ĕçе 1059,2 гектар çинче пурнăçламалла пулнă. Палăртнине планпа пăхнинчен 1 процент ирттернĕ.

Республикăн Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, искусствăлла майпа вăрман лартас ĕçе агротехника вăхăтĕнче пурнăçланă. 11 вăрман хуçалăхĕнче 510,4 гектар çинче хунав лартнă. 

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас