Социаллă тытăмра çĕнĕлĕхсем пулĕç

10 Нарăс, 2022

Халăха ĕçпе, социаллă хӳтлĕхпе тата пулăшупа тивĕçтерес тĕлĕшпе 2022 çулта пулакан улшăнусем çинчен паян ЧР ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова каласа пачĕ.

«Чăваш Ен Пуçăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура регионти социаллă тӳлевсене инфляци виçипе шайлаштарма тĕллев лартрĕ, — терĕ министр кăçалхи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă май. — Хальхи вăхăтра республика ертӳçин хушăвне пурнăçа кĕртме кирлĕ право акчĕсен проекчĕсене хатĕрлес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Çак ĕç-хĕле вĕçленĕ хыççăн ачасене, опекунсене, ĕç ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, политика репрессийĕсенче шар курнисене паракан тӳлевсене индексацилĕç. Асăннă тӳлевсене нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ӳстернĕ виçепе пуш-ака уйăхĕсенче илме тытăнĕç».

Алена Елизарова ведомствăн социаллă тытăмри ытти пуçарăвĕсемпе улшăнăвĕсем çинчен те пĕлтерчĕ.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ӳкерчĕкĕ.

Комментари хушас