Солнечногорскра Пĕтĕм Раççейри çамрăксен «Территория смыслов» вĕренӳ форумĕн 4-мĕш смени иртет

2 Çурла, 2021

Политика темипе иртекен форума Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăнать.

Пирĕн командăн йышĕнче: Артем Смирнов, Юлия Горелова, Дарья Максимова, Роман Сусанин, Владимир Вальтер, Роман Дмитриев, Юрий Тимофеев, Владислав Сергеюк. Вĕсем аталану программине йĕркелĕç, курăмлă контент хатĕрлĕç тата ытти хăнăхăва алла илĕç. Çамрăксен пуçарăвĕсен грант конкурсне хутшăнакансен вара 1,5 млн тенкĕ çĕнсе илме май пур.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас