Спортсменсене преми хавхалантарĕ

14 Авăн, 2022

Ипотека кредичĕшĕн пирвайхи взнос хывмашкăн патшалăхран укçа илме пултаракан граждансен речĕ анлăланать: Министрсен Кабинечĕн тивĕçлĕ йышăнăвне улшăнусем кĕртессине ырланине кура çак çăмăллăхпа малашне IT-технологисен специалисчĕсем те усă курма пултарĕç. Кун пирки Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче калаçнă май Михаил Ноздряков цифра аталанăвĕн министрĕн ячĕпе шӳтлесе те илчĕ: «Кристина Андреевна, «айтишниксемшĕн» çăлтăрлă сехет çитрĕ — çăмăллăхсем вĕсем çине тăкăнаççĕ кăна!»

Укçапах çыхăннă йышăнусем татах пулчĕç. Вĕсенчен пĕринпе сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов паллаштарчĕ: çынсене коронавирусран сиплекен, хăйсене те чир ертме пултаракан медиксене оклад çумне 25% компенсаци хушса тӳлĕç. Тепĕр йышăну спортсменсен кăмăлне çĕклеме тивĕç: санкцисем йышăннă май Раççей спортсменĕсене тĕнче аренинче тупăшма чарнине кура спортра пысăк çитĕнӳсем тунă ентешсене премисемпе хавхалантарассине çирĕплетрĕç. Преми виçи ăмăртусен статусне кура пулĕ — 6-12 пин тенкĕ. Тренерсене вĕсен спортсменĕсене паракан премин çурри чухлĕ укçа тӳлесе хавхалантарĕç. Премисене спортсменсем кăçалхи çитĕнӳсемшĕнех, кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса, илĕç.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас