Субсиди илме кая юлман

10 Авăн, 2020

Республикăри ялсенче пурăнакан, ĕне тытакан çынсем патшалăх паракан субсидие малалла илеççĕ. Хушма хуçалăх тытакансене Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хушнипе пулăшма тытăнчĕç.

Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне пирĕн тăрăхри 32 пин çын 48,3 пин ĕнешĕн субсидиллĕ пулнă. Укçана ĕне хуçисен 88,9 проценчĕ илнĕ ĕнтĕ. Субсидие тивĕçес текенсен заявленисене вырăнти ял тăрăхĕсене çулталăк вĕçлениччен çитермелле. Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствинче ыйтса пĕлмелли телефон номерĕ те ĕçлет: 8 (8352) 64-22-41.

www.hypar.ru agro.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас