Субсиди парассине пĕлтерсен питĕ савăнтăмăр

11 Çĕртме, 2020

Владимир Павлов, Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпỹрт ялĕ:

- Ялта ĕне-выльăх шăпах тупăш çăлкуçĕ шутланать. Унчченсенче пĕр ĕне çеç тытнă, халĕ витере 7-8 пуçран кая пулса курман. Кулленех патшалăха сĕт сутатпăр, çапла майпа çемье бюджетне укçа кĕртетпĕр. Анчах пăхман выльăхран продукци илейместĕн, çакна шута илсе утă-улăм тата ытти апат та нумай кирлĕ. Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче тесе ахальтен каламан.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев килти хушма хуçалăх тытса тăракансене сăвакан ĕнесене усранипе пулакан тăкаксене саплаштарма субсиди парассине пĕлтерсен питĕ савăнтăмăр. Çакă малашлăха шанчăкпа пăхма, выльăхсен йышне тата ỹстерме май парать. Пулăшу пирĕншĕн питех те пĕлтерĕшлĕ.

www.hypar.ru belnaviny.by сăн ÿкерчĕкĕ.

Патăрьел районĕнчи "Авангард" хаçат материалĕпе усă курнă.

Рубрика: 

Комментари хушас