Сумлă предприятисемпе килĕштерсе ĕçлĕç

8 Юпа, 2020

Чăваш Ен Ял хуçалăх министерстви çĕршыври ятлă-сумлă та паллă предприятисемпе килĕштерсе ĕçлет. Çак кунсенче Мускаври «Крокус-Экспо» центрта иртекен «Агросалон-2020» пĕтĕм тĕнчери куравра республикăн Ял хуçалăх министерстви экспозицисемпе паллашнă.

Санкт-Петербургри трактор завочĕпе тата «Ростсельмаш» предприятисемпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов «Ростсельмаш» компанин коммерци директорĕпе Алексей Швейцовпа хальхи вăхăтри аграри техникине ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн меллĕ хакпа туянасси пирки калаçса татăлнă. Алексей Швейцов каланă, Чăваш Ене предприяти стратегилле регион тесе хаклать. Çавăнпа та вăл пирĕн тăрăхри хресченсен кăмăлне шута илсе ĕçлеме хатĕррине ĕнентернĕ. Санкт-Петербургри трактор завочĕ те пирĕн республикăпа килĕштерсе ĕçлĕ.

«Агросалон-2020» курава ял хуçалăх техникине туса кăларакан Раççейри «Росагромаш» тата Германири «VDMA Landtecknik» предприятисем йĕркелеççĕ.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА. agro.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас