Ҫуркуннепе ӗҫ уявне туслӑ йышпа уявларӗҫ

1 Çу, 2022

Шупашкарта паян Çуркуннепе Ӗç уявне анлӑн паллӑ турӗç.
Пандемие пула 2020 тата 2021 çулсенче пӗрле пухӑнманччӗ халӑх. Паян вара хулари мӗн пур предприяти, учреждени, организаци ӗçченӗсем Шупашкарӑн тӗп урамӗпе утса иртрĕç. Çӗр-çӗр кӑна мар, пин-пин çынран тӑракан колонна вӗçӗ-хӗрри те курӑнмарӗ. Унӑн пуçӗнче ЧР Пуçлӑхӗ Олег Николаев мӑшӑрӗпе Наталья Николаевапа, депутатсем, ытти тӳре-шара, сумлá хӑнасем пулчéç.
Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçи вӑхӑтӗнче хастар ӗçленӗрен Шупашкара "Ӗç паттӑрлӑхӗн хули" ята тивӗçме май панӑ предприятисем уйрӑм колоннӑпа тӑчӗç.
В.Чапаев ячӗллӗ сквертан пуçласа Хӗрлӗ тӳреме çити утса аннӑ хыççӑн кунта уяв митингӗ иртрӗ.
- Çак уяв пирӗншӗн чӑннипех пӗлтерӗшлӗ. Паллӑ ентешӗмӗрсен çулталӑкне паллӑ тунӑ май тĕрлĕ ӗҫ çыннин сумне палӑртатпӑр. Чи кирли - йывӑрлӑхсене парӑнтарма пӗлмелле. Пӗрлешсе пӗр вӑй пулса тӑрсан хӑватлӑ та вӑйлӑ эпир. Кӑçал эпир пӗрремӗш хутчен Ӗç паттӑрлӑхӗн хулин урамӗпе утса иртни те çакнах çирӗплетет, - терӗ Олег Алексеевич.

Татьяна НАУМОВА. 

www.hypar.ru  Aвтор сӑн ӳкерчĕкӗ

Комментари хушас