Суйлавçăсен 54% яхăн йышĕ сасăланă

19 Авăн, 2021

Авăн уйăхĕн 17-19-мĕшĕсенче иртнĕ суйлава республикăри суйлавçăсен 54% яхăн йышĕ хутшăннă. Çак кăтартăва сасăлав вĕçленнĕ хыççăн вырсарникун каçхине общество сăнав центрĕнче йĕркеленĕ пресс-конференцире ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков пĕлтерчĕ.

Вăл палăртнă тăрăх, ку кăтарту улшăнма пултарĕ, анчах нумай мар — кăшт хушăнать-тĕр. Çавна май пандеми условийĕсенчи çак цифрăна вăл питĕ лайăх кăтарту тесе хакларĕ. Районсене илес тĕк — Елчĕксем сасăлава уйрăмах хастар хутшăннă. Унта суйлавçăсен 90,4% сасăлава хутшăннă. Çавăн пекех Тăвайсен, Патăрьелсен, Шăмăршăсен кăтартăвĕсем пысăк.

Суйлав кăтартăвĕсем, паллах, кăшт каярах уçăмланĕç — малтан бюллетеньсене тишкерсе пĕтĕмлетмелле. Хальлĕхе вара общество сăнав центрĕн ертӳçи Александр Белов экзит-пол кăтартăвĕсене пĕлтерчĕ. Пĕр мандатлă Канаш тата Шупашкар суйлав округĕсенчен Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕнче Анатолий Аксаковпа Алла Салаева чи нумай сасă пухнă. Александр Борисович çавăн пекех партисен хушшинче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен мандачĕсемшĕн пынă кĕрешĕвĕн экзит-пол кăтартăвĕсемпе те паллашттарчĕ. Малта — «Пĕрлĕхлĕ Раççей», уншăн суйлавçăсен 45% сасăланă. Унтан — «СРпа» РФКП, иккĕшĕн те 12,5%. РЛДПн — 6,6%. Ку кăтартусем, паллах, тӳрре тухмасса та пултараççĕ — Тĕп суйлав комиссийĕ пăнчă лартĕ. Александр Цветков ТСК пĕтĕмлетĕвне вăрах кĕттермессе шантарчĕ.

www.hypar.ru Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Комментари хушас