Ташăра - ирĕклĕх палли

17 Юпа, 2020

Балета çамрăклăхпа, çуркуннепе, чĕрĕлӳпе çыхăнтарни ахальтен мар пулĕ. Черченлĕх, илĕртӳлĕх, тасалăх пур унта. Тен, çавăнпах Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ирттерекен Пĕтĕм тĕнчери балет фестивальне çуркунне йĕркелеççĕ.

Кăçалхи ыттисенчен уйрăларах тăрать. Йăлана пăсмасăр яланхиллех çуркунне — ака уйăхĕнче — ирттерме палăртнăччĕ ăна. Унта камсем хутшăнасси те пĕтĕмпех паллăччĕ, анчах тĕнчене йăлтах тепĕр майлă çавăрса хума хăтланакан амак — коронавирус инфекцийĕ — мĕн палăртнине пурнăçа кĕртме памарĕ. Шăпах ăна пулах асамлăхпа çыхăннă уява çуркунне ирттерме май килмерĕ.

Ылтăн кĕркуннене кĕтрĕмĕр. Вăл та çитсе тăчĕ, анчах усал чир пирĕн картишрен кăна мар, тĕнчерен тасалса çитмерĕ. Апла пулин те театрта, санитари хăрушсăрлăхĕсене тĕплĕн пăхăнса, палăртнă мероприятие ирттересех терĕç.

24-мĕш хут йĕркеленĕ Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче «Хуркайăк çулĕпе» премьерăпа уçăлчĕ. Тата мĕнлипе! Наци балечĕпе. Ăна ЧР Пуçлăхĕн гранчĕпе тивекен нухратпа лартнă. Кĕввине чăваш халăхĕн юмахĕсемпе халапĕсене тĕпе хурса Андрей Галкин çырнă. Эпир ăна çавăн пекех «Аттила. Рождение легенды» балет авторĕ пек те аван пĕлетпĕр.Спектакль балетмейстерĕ тата либретто авторĕ — Данил Салимбаев, художникĕ — Валентин Федоров, дирижерĕ — Дмитрий Банаев. 

Балета Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та мӑшӑрӗпе ҫитсе курчӗ.
Фестиваль юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

www.hypar.ru Надежда СМИРНОВА сӑн ӳкерчӗкӗсем
 

Рубрика: 

Комментари хушас