Театр-музее Пушкин çӳретĕр-и?

29 Чÿк, 2021

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура паян патшалăх уйăракан укçапа хăш-пĕр сферăра усă курма васкаманни çинчен сăмах пулнă.

Культура министрĕ Светлана Каликова каланă тăрăх, республикăра çамрăксен йышĕ 105 пин çынпа танлашать. Вĕсенчен 43% Пушкин карттине панă. Çак карттăна йышăнакан театрсем, ытти культура учрежденийĕ вара хальлĕхе вĕсемпе 37 пин билет кăна сутнă. Вырăс драма театрĕ уйрăмах хастар ĕçлет — çак кунсенче 10-пинмĕш билет сутнине паллă тăвасшăн. Пĕтĕмĕшле илсен вара республикăра Пушкин карттипе усă курасси хальлĕхе 22% шайĕнче кăна.

Аутсайдер — Сĕнтĕрвăрри районĕ, унта карттăна 14-22 çулсенчи çамрăксен 6,8% кăна панă. Ытти чылай районпа хулан та кăтартăвĕсем мухтанмалăх çук. Министр çакна патшалăх çамрăксене искусствăпа, культурăпа çывăхланмашкăн уйăракан укçапа кирлĕ пек усă курманни вырăнне хурса хакларĕ. Тепĕр енчен, çамрăксене Пушкин карттипе йышăнса музей-театр укçа ĕçлесе илме пултарать. Списока республика шайĕнчи 12 учреждени кĕнĕ, çак ĕçе районсемпе хуласенчи музейсем те хутшăнма пултараççĕ — чару çук.

Олег Николаева, паллах, кунашкал лару-тăру тивĕçтермест — çавăнпа Сĕнтĕрвăррисене итлес терĕ. Администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан кăтартусене çывăх вăхăтрах лайăхлатма шантарчĕ, Олег Алексеевич вара патшалăх çамрăксене «культурăллă пулма» уйăракан укçапа май пур таран тухăçлăрах усă курмалли пирки асăрхаттарчĕ. Ку Сĕнтĕрвăррисене кăна мар, пурне те пырса тивет. Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕпе, ыттипе çыхăннă чăрмавсем никамшăн та тӳрре тухмалли сăлтав пулма пултараймаççĕ.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментари хушас