Театр пуласлăхĕ – çамрăксенче

29 Пуш, 2021

Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕнче тӳрĕ эфирта Округри «Театрлă Атăлçи» фестивале пĕтĕмлетнĕ.

Пултарулăх ăмăртăвне пĕтĕмпе 416 театр коллективĕ /4 пин ытла çын/ хутшăннă. Регион тапхăрĕнче Чăваш Енри 18 театр коллективĕ /141 çын/ сцена çинчи ăсталăхĕпе паллаштарнă. Чăваш Ен, ыттисемпе танлаштарсан, чи нумай номинацире çĕнтернĕ.

Ача-пăча спектаклĕнчи чи лайăх актриса ята Дарья Фомина тивĕçнĕ. Çамрăксен спектаклĕнчи чи лайăх актриса — Кристина Никифорова, актер вара — Александр Чернов. Герберт Уэллс повеçĕ тăрăх лартнă «Страна слепых» çамрăксен спектаклĕнчи чи лайăх режиссер ĕçĕ — Дмитрий Мироновăн. «Станиславский.com» театр коллективĕн «Оскар и розовая дама» спектаклĕ «Чи лайăх ача-пăча спектаклĕ» номинацире 3-мĕш вырăн йышăнса 100 пин тенкĕлĕх грант тивĕçнĕ. «Абрикосовый сад» студентсен театрĕн «Страна слепых» ĕçĕ вара «Чи лайăх çамрăксен спектаклĕ» номинацире çĕнтернĕ, 200 пин тенкĕлĕх грантлă пулнă. Çĕнтерӳçĕсене Ижевск хулинче чыслĕç.

www.hypar.ru Obrazov.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас