Тĕп вырăнта — граждансен прависене хӳтĕлесси

14 Кăрлач, 2022

Прокуратура ĕçченĕсем хăйсен професси уявне эрнекун Чăваш патшалăх филармонийĕнче паллă турĕç. Праçник кăçал Раççей прокуратурине туса хунăранпа 300 çул çитнипе пĕр килнине кура уяв тата та сумлăрах, мăнаçлăрах пулчĕ. Прокуратура ĕçченĕсене паллă кун ячĕпе ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, ыттисем саламларĕç.

300 çул каялла пирвайхи генпрокурор должноçне Павел Ягужинские уйăрса лартнă май Петĕр патша ун пирки «акă манăн куç, унăн куçĕпе эпĕ пĕтĕмпех курса тăрăп» тенĕ. Ĕмĕрсем иртнĕ, анчах çав вăхăтранпа, тĕрĕссипе, прокуратура тивĕçĕ тĕлĕшпе нумай улшăну пулман: вăл паян та патшалăх куçĕ вырăнĕнче — граждансен прависемпе ирĕкĕсене, патшалăх интересĕсене тивĕçтерессине çирĕп сăнаса тăрать.

Çак саманта республика прокурорĕ Андрей Фомин та палăртрĕ. Хăйне пăхăнса тăракансене пысăк профессионализмшăн тав тунă май вăл ĕçтешĕсем пурнăçăн мĕн пур сферине сăнаса тăнине çирĕплетрĕ. Çав шутра, калăпăр, граждансене ĕç укçине вăхăтра тӳлесси. Ирнĕ çул ĕç паракансем хăйсен ĕçченĕсене вăхăтра тӳлемен 64 миллион ытла тенкĕлĕх парăма татма май килнĕ — прокуратура витĕмĕпе. Нацпроектсене пурнăçлас, вĕсем валли уйăракан укçапа тирпейлĕ усă курас тĕлĕшпе те прокурорсен тимлĕхĕ кирлĕ. Прокурор уйрăм тĕлĕхсенче садиксен, шкулсен, ытти объект юсавĕпе строительствишĕн яваплă подрядчиксене хистеме тивнине те пытармарĕ.

Е тата — предпринимательсен прависене хӳтĕлесси. Ĕçне тунă, анчах муниципалитетсем вĕсемпе вăхăтра тата туллин татăлман. Çакнашкал тĕслĕхсенче те прокурорсен хушша кĕме тивет. Пĕлтĕр çавнашкал парăмсене 70 миллион тенкĕ ытла тӳлесе татнă. Андрей Валерьевич çавăн пекех тăлăхсене хваттерсемпе тивĕçтерес енĕпе çине тăнине те палăртрĕ. Юлашки икĕ çулта çак ыйтупа çыхăннă çивĕчлĕхе чакарма пултарнă — пĕлтĕр 170 çамрăк валли пурăнмалли лаптăксем туяннă. Ĕçĕн анлă тепĕр енĕ — граждансен ыйтăвĕсемпе ĕçлесси. 2021 çулта пĕтĕмпе 40 пин ытла ыйту пулнă, вĕсенчен кашни пиллĕкмĕшне граждансем майлă татса панă.

Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та прокуратура ĕçне пысăка хурса хакларĕ. Айăпсăрлăх презумпцийĕ тата айăпшăн явап тыттарассине тивĕçтересси — прокуратура ĕçĕнче çак икĕ ăнлав тĕп вырăнта пулнине кура пакунлă çынсен яваплăхĕ пушшех пысăк. Олег Алексеевич республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсемшĕн прокуратурăпа алла-аллăн ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлине пусăм тусах палăртрĕ. Çав шутра — наци проекчĕсене, патшалăх программисене пурнăçлас енĕпе. Ку сферăра надзор органĕн тимлĕхĕ уйрăмах вырăнлă, усăллă. Регион ертӳçи Чăваш Енре публичнăй влаç йĕркелĕвĕн процесĕнче те прокуратура пĕлтерĕшĕ пысăкки çинчен каларĕ. Çавна май халăх умĕнчи яваплăх та — пĕрлехи. Сăмахне вăл прокуратура ĕçченĕсене тав тунипе, пурне те ырлăх-сывлăх суннипе вĕçлерĕ.

Паллах, награда та йышлă пулчĕ. РФ Генеральнăй прокурорĕ Игорь Краснов уяв тĕлне ĕçтешĕсене хавхалантарма алă пуснă хушура Чăваш Ен прокуратурин ĕçченĕсен хушамачĕ те чылай. Прокуратурăн хисеплĕ ĕçченĕн ятне, ведомствăн Руденко, Ягужинский медалĕсене, прокурор тавне, ытти наградăна тивĕçнисем сцена çине пĕрин хыççăн тепри тухрĕç, пухăннисем службăра палăрнă ĕçтешĕсене, прокуратура ветеранĕсене алă çупса саламларĕç. Сцена ăстисем вара уява хăйсен юрри-кĕввипе илемлетрĕç.

www.hypar.ru Василий КУЗЬМИН сăн ӳкерчĕкĕсем кунта...
 

Комментари хушас