Тепӗр парти те конференци ирттерчӗ

17 Утă, 2021

Паян, утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗн ҫуртӗнче "Справедливая Россия" политика партийӗн Чӑваш Республикин регион уйрӑмӗн конференцийӗ иртрӗ. Кун йӗркинчи тӗп ыйту - Чӑваш Республиуин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен ҫиччӗмӗш пухӑвӗ валли кандидатсен списокӗсене сирӗплетесси. Ҫакна палӑртмалла: ытти парти пӗрлешме кӑмӑл тунӑран ҫӗнелнӗ йыш малашне "Справедливая Россия - патриоты - за правду" ятпа палӑрӗ. Хальхи вӑхӑтра, РФ Патшалӑх Думин асӑннӑ парти депутачӗсен палатин канашӗн членӗ Игорь Моляков пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри социалистла политика партийӗнче 4051 ҫын тӑрать. Конференцие малтан суйланӑ 41 делегатран 35-шӗ килсе ҫитрӗ. Чӗннӗ хӑнасен йышӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та пулчӗ.

- Республикӑра пурӑнакансен пурнӑҫ пахалӑхӗ ырӑ енне улшӑнтӑр тесен пирӗн - влаҫ органӗсен, депутатсен корпусӗн, общество хастар организацийӗсен тата бизнес-партнерсен - вӑйсене пӗрлештермелле, аталану кирек хӑш енӗпе пӗр шухӑш патне ҫитме тӑрӑшмалла. Депутата суйланассишӗн тӑрӑшакансен халӑх умӗнче хӑйсен ӗҫ программине уҫҫӑн палӑртма, суйлав хыҫҫӑн тӗллевсене пурнӑҫлама пултарни пӗлтерӗшлӗ. Хамӑр енчен авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи черетлӗ суйлав тӗрӗслӗх сине таянса ирттӗр тесе ҫине тӑрӑпӑр, - палӑртрӗ суйлав списокӗсене ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн Олег Алексеевич.

www.hypar.ru

Комментари хушас