Тĕрĕслеве вăйлатĕç

20 Пуш, 2023

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлăва  ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пăтăрмахран — Çĕрпÿ округĕнче Çĕпĕр мурĕ çынсене ернĕ тĕслĕхе тупса палăртнинчен — пуçларĕ. Кунашкалли тата пуласран хÿтĕленме, ун шучĕпе, выльăха пуснă хыççăн продукцин малалли çулне уçăмлă туни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна май вăл ветеринари службине ку енĕпе право хуралĕн органĕсемпе пĕрле ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

Асăннă пăтăрмахпа çыхăннă ĕç-пуçпа вара Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Александр Шакин, çак должноçа нумаях пулмасть кăна уйăрса лартнăскер, паллаштарчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, Çĕпĕр мурĕн тĕслĕхĕсене республикăра чылайранпа тупса палăртман — Чăваш Ен икĕ теçетке çул ку енĕпе йĕркеллĕ регион шутланнă. Çĕрпÿ округĕнче чир çынсене ернĕ тĕслĕхе тупса палăртнă хыççăн çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Ятарлă отряд ĕçе пуçăннă, чир тупнă ял тавра 4 КПП йĕркеленĕ — унтан тухакан мĕн пур транспорта дезинфекцилесе кăлараççĕ. Чирлĕ выльăх пулнă хуçалăхра халĕ тата пĕр вăкăр, сурăхсем пур — вĕсене вакцинациленĕ. Чи хăрушшине тĕп ветеринар урăххинче — чирлĕ вăкăра пуснă хыççăн аша ăçта хуни паллă марринче — курать. Ветслужба енчен тĕрĕслев ĕçне вăйлатасси вара кĕттермĕ. Выльăха маркăлани чылай ыйтăва уçăмлăх кÿрĕ. Пуснă хыççăн выльăх тушкине клеммелесси те çирĕп йĕркене кĕмелле. 

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас