Тĕслĕх илсе прививка тутарчĕç

29 Çĕртме, 2021

Олег ДИМИТРИЕВ, Красноармейски районĕнчи Алманч вăтам шкулĕн директорĕ:

— Коронавирус паян çĕнĕрен калаçтарма пуçларĕ. Раççейĕн чылай регионĕнче вируспа чирлекенсен йышĕ хăвăрт ӳснине палăртаççĕ.

Эпĕ кăçалхи ака уйăхĕнче районти тĕп сыватмăшра коронавирус инфекцийĕнчен прививка тутартăм. Ун чухне те, халĕ те хама аванах туятăп. Алă çăмăл пулчĕ пулас. Ман хыççăн коллективри 15 çын прививка тутарчĕ. Вĕсем те хăйсене аван туяççĕ. Сывлăха упрасси хамăртан килет. Ентешсене вакцинаци витĕр тухма ыйтатăп.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас