Типĕ çанталăк кĕракине те ура хурать

30 Çурла, 2021

Типĕ çанталăк кăçалхи тыр-пул тухăçне палăрмаллах чакарни çитмерĕ — çитес çулхине сиен кӳрес хăрушлăх та пур. Çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура пăшăрхануллă калаçу пулчĕ.

Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Алина Семенова ĕççине пĕтĕмлетрĕ. Çанталăк шăрăх тăнипе тыр-пул ир пиçсе çитнине кура кăçал хуçалăхсем вырмана та нихçанхинчен маларах тухни паллă. Çавна май тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртесси те вĕçленнĕпе пĕрех темелле — унта-кунта пысăк мар лаптăксем кăна юлнă. Пӳлмесене 568 пин тонна тырă хывнă — пĕлтĕрхин 60% чухлĕ çеç. Чи пысăк виçе — Канаш тата Елчĕк районĕсен, вĕсенче пухса кĕртнĕ тырă калăпăшĕ 56-шар пин тонна патнелле. Тухăçа илес тĕк — республикăри вăтам кăтарту савăнтармасть: гектартан 19,4 центнер. Улатăр, Канаш, Елчĕк районĕсенче кăна тухăç чылай пысăкрах — 23-24 центнер. Пурпĕр, куратпăр, мухтанмалăх мар.

Вырма ĕçĕсене ăнăçлă пурнăçланин сăлтавĕсен шутĕнче Алина Витальевна хуçалăхсем, фермерсем ял хуçалăх техникине çĕнетнине асăнчĕ. Кăçал 887 единица теника туяннă — пĕлтĕрхинчен 1,6 хут нумайрах. Çав шутра — 234 трактор, 39 комбайн.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментари хушас