Тухтăра Путин тав тунă

22 Юпа, 2020

Республикăн клиника больницин пульмонологи уйрăмĕн заведующийĕнче ĕçлекен Петр Павлова Раççей Президенчĕ Владимир Путин тав тунă. Петр Иванович пульмонолога РФ Президенчĕн Тав хучĕпе чысласси çинчен калакан хушăва юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче алă пуснă.

Коронавирус инфекцийĕпе кĕрешнĕ май тухтăрсен самай йывăр тиврĕ. Çав шутра – Республикăн Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп специалист-экспертне – пульмонологне Петр Павлова та. Медицинăра вăл 20 çул ĕçлет. Вăл ертсе пыракан пульмонологи уйрăмĕ ÿпкен йывăр чирĕсемпе ăнăçлă кĕрешет. Петр Ивановича ĕçтешĕсем çеç мар, пациентсем те хисеплеççĕ. Тĕп ĕçĕнче тăрăшнипе пĕрлех вăл телемедицина мелĕпе республикăри больницăсенчи тухтăрсене сĕнÿ-канашпа пулăшать.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ хатĕрленĕ. old-rkb.med.cap.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 

Комментари хушас