Тӳрĕ кăмăллă маррисем горизонтран çухалччăр

28 Утă, 2021

Регион проекчĕсене, наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн палăртнăскерсене, пурнăçлас тĕлĕшпе çитменлĕхсем пур — çакăн пирки юнкун ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче самай çивĕч калаçу пулчĕ.

Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Денис Спирин пĕлтернĕ тăрăх, регионăн 11 нацпроект тытăмне кĕрекен 46 проектне пурнăçламашкăн кăçал 16.4 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Утă уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне çак укçан 32% яхăн пайĕпе /3,5 миллиард тенкĕ тенкĕ/ усă курнă. Çавна май эпир ку кăтартупа Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче те малтисен шутĕнче мар.

Темиçе нацпроект тĕлĕшпе пайăр калаçу пулчĕ. Строительство министрĕ Павел Данилов «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» проектпа килĕшӳллĕн пуçарнă объектсенчи ĕçсемпе паллаштарчĕ. Ĕçсем çирĕплетнĕ графикрен юлса пынă тĕслĕхсем темиçе те. Объектсенче ĕçлекен çынсен йышĕ, техника шучĕ кирлинчен сахалрах — çавна май ĕçсен хăвăртлăхĕ те тивĕçтермест.

Уйрăм категорисене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермешкĕн тăваткал метрсен хакĕн çĕнĕ коэффициенчĕсене çирĕплетни, министр шучĕпе, строительсене хавхалантармашкăн тивĕç. Тăлăхсем валли Шупашкарта хваттерсене тăваткал метрĕшĕн 51,9 пин тенкĕ ытларах тӳлесе туянĕç. Районсенче ку виçе 36,6 пин тенкĕ ытларах. Апла пулин те, Павел Владимирович шучĕпе, муниципалитетсенче строительство организацийĕсене хваттерсене тăлăхсем валли хайхи çирĕплетнĕ хакпа сутмашкăн ӳкĕте кĕртес енĕпе çителĕксĕр ĕçлени куç кĕрет.

Çавăнпах-тăр ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев районсемпе хуласен канашлăва видоеконференци мелĕпе хутшăнакан хăш-пĕр представительне итлес терĕ.

Çурт-йĕр ыйтăвĕпе вырăнсенчи влаçа кăна мар, Строительство министерствин ертӳлĕхне те сăмах тиврĕ. Наци проекчĕсене мĕнле пурнăçланине çутатмалли-сăнамалли ятарлă портал пур – ăна хăй вăхăтĕнче Олег Николаев хушнипе туса хунăччĕ. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçи Вячеслав Борисов порталпа те куллен паллашать, те ятарласа çак лару тĕлне тишкернĕ — хайхи пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă нацпроект тĕлĕшпе информаци юлашки хут… пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче çĕнелнĕ иккен. Унтанпа нацпроекта пурнăçласа çурт-йĕр çĕклес енĕпе республикăра нимĕн те туман тейĕн. Строймин ертӳçин, паллах, тӳрленме — çак çитменлĕхе пĕтермешкĕн сăмах пама — тиврĕ.

Финанс министрне Михаил Ноздрякова вара контрактсене аукционсем урлă тунă май укçа нумай перекетленни сисчĕвлентерчĕ: 300 миллион тенкĕ ытла — çак перекет ĕçсен пахалăхне витĕм кӳмĕ-и, перекетленнĕ укçапа мĕнле усă курăпăр? Çав миллионсен тĕлĕ пур ĕнтĕ — çулсене юсамах ярĕç, ытти объектра усă курĕç. Пахалăх пирки калас тăк, пытармарĕ Владимир Осипов, япăх витĕм пулма пултарать. Çакна вăл хайхи «Стройком» тĕслĕхĕпех çирĕплетрĕ. Çак компани хака 20% чухлех чакарса Шупашкар районĕнчи виçĕ лота выляса илнĕ. Халь вара контрактсене пурнăçлаяс тĕлĕшпе йывăрлăхсем тухса тăнă. Хак пĕчĕккине кура ĕçсене урăх организацисене явăçтарма та май çук…

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас