Тыл ӗçченне саламларӗç

25 Нарăс, 2021

„Вăрçă çулĕсенче нуша нумай куртăмăр. Лашасене фронта ăсатнăран ялта вăкăрсемпе ĕнесене те кӳлме пуçларĕç. Вĕсемпе эпир, ачасем, ĕçлеттĕмĕрччĕ“, — çапла аса илет паян 90 çул тултарнă Елизавета Филиппова.

Хăй каланă тăрăх, ăна ытти ачапа пĕрле Сăр хĕррине окоп чавма та илсе кайнă. «Пире, 10-11 çулсенчи ачасене, камăн ăçта тăмаллине кăтартатчĕç те чавма хушатчĕç. Питĕ сивĕ пулнăран çăпатасем пăрланатчĕç», — каласа кăтартрĕ Елизавета Прокопьевна. Вăл Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Шемертен ялĕнче 1931 çулхи нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче çуралнă, унтах пурăннă. Тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозра вăй хунă. Мăшăрĕпе 6 ача çуратса ӳстернĕ.

Елизавета Филипповăна 90 çул тултарнă ятпа Раççей Президенчĕ Владимир Путин саламлă çыру янă. Çак салама паян ун патне ЧР ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова илсе çитерчĕ. Вăл юбиляра Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ятĕнчен те саламларĕ. Олег Алексеевич тыл ĕçченне çирĕп сывлăх суннă, Аслă Çĕнтерӳ ăрăвĕн ĕç паттăрлăхне палăртнă.

www.hypar.ru Ирина Клементьева сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Комментари хушас