«Укçа параççĕ тĕк — ма илес мар?»

24 Пуш, 2022

ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ çиччĕмĕш сессийĕнче парламентарисем пĕрин хыççăн тепри сăмах илчĕç. Константин Степанов депутат пассажирсене илсе çӳрекенсем йывăрлăхра пулнине палăртрĕ — вĕсене пулăшма сĕнчĕ, Игорь Моляков Шупашкарта уйрăм çыннăн харпăрлăхĕнчи сетьсене патшалăх укçипе юсанин саккунлăхĕпе кăсăкланчĕ, пахчаçăсемпе сад ĕрчетекенсене тĕревлеме чĕнсе каларĕ, Андрей Марушин строительство материалĕсем хаклансах пыни патшалăх тата муниципалитетсен контракчĕсене пурнăçлассине чăрмантрни пирки пăшăрханчĕ, Сергей Семенов Çĕнĕ Шупашкартан суйланнине кура унăн Правительствăри кураторĕ Михаил Ноздряков спутник хула тĕлĕшпе тимлĕ пулманшăн кулянчĕ…

Ноздряков кашнинех тĕплĕ хуравлама тăрăшрĕ. Молякова хуравланă май вăл уйрăм çынпа патшалăх ĕçтешлĕхĕнче саккуна пăснине курманнине палăртрĕ. Пахчаçăсене илес тĕк — вĕсене пăрахман, ял хуçалăхĕ валли бюджетра пысăк тăкаксем пăхса хăварни шăпах çакна çирĕплетет. Строительство материалĕсем мĕнле хăвăртлăхпа пысăкланасси тĕлĕшпе прогноз тума йывăр, çавăнпа контрактсен хакне пысăклатмалли меле çирĕплетнĕ, хушма укçа кирлĕ пулса тухсан резерв фончĕпе усă курма май пулĕ.

Вăл юлашки вăхăтра хваттерсем хакланни тăлăхсене пурăнмалли лаптăкпа тивĕçтерессине йывăрлатнине те хирĕçлемерĕ. Çавăнпах хваттерсем те малтан палăртнинчен сахалрах, 300 ытларах, пулĕç, çапах çак цифра та — иртнĕ çулхинчен пысăкрах. Ун шучĕпе, çак тĕллевпе федерацин ытларах укçа уйăрмалла — Мускав 70 миллион тенкĕ парать. Регионăн çак тăкакĕсем вара пысăкланнă — çур миллиард тенкĕ патнеллех пулĕç. Чăваш Енĕн Украинăра пуç хунă тата суранланнă ывăлĕсен çемйисене республика та тӳлев парассипе интересленнĕ депутат та хуравсăр юлмарĕ: пирĕн унашкал йĕрке çук, енчен те çавнашкал йышăну тусан резерв фондĕнчен тӳлеме май пулĕ. Министр Семенов хăйне ӳпкеленине хуравсăр хăвармарĕ: «Çапла, Çĕнĕ Шупашкара пулăшмалла. Анчах проектсем кирлĕ, эсир вара çыру çырма та ӳркенетĕр. Ноздряков хăй тĕллĕн укçа хушса пани тĕрĕс мар пулĕччĕ. Куратор пулни пирки калас тăк — çак тивĕçе мана эсир шанса паман, апла тăк манăн ĕçе хаклаканни те эсир мар».

Калаçу самай хивре пулнине пăхмасăр депутатсем бюджета тӳрлетессишĕн пĕр саслă пулчĕç. Паянхи çивĕч лару-тăрура олигархсен укçине сахал тупăшлисене валеçсе пама сĕннĕ Игорь Моляков та хирĕç пулмарĕ — бюджетшăн сасăлассине çирĕплетрĕ: «Укçа параççĕ тĕк — ма илес мар?»

www.hypar.ru
 

 

Комментари хушас