Ӳкерчĕксене тĕпчеççĕ

25 Кăрлач, 2021

Кăрлачăн 26-мĕшĕнче 11 сехетре Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче наукăпа практика конференцийĕ иртет.

Мероприятие И.Э. Грабарь ячĕллĕ Пĕтĕм Раççейри ӳнерĕн наукăпа реставраци центрне кĕрекен Чăваш патшалăх ӳнер музейĕн станок живопиçĕн хайлавĕсене юсаса çĕнетес тата тĕпчес ĕçе халалланă.

Тĕпчев физика тата хими мелĕпе иртет. 2020 çулта 74 хайлава реставрациленĕ. 15 картинăна рентген кăларнă, 70-ĕшне — ультрафиолет, 30-ăшне инфрахĕрлĕ пайăркасемпе тĕрĕсленĕ.

Кăрлачăн 15-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 28-мĕшĕччен Ӳнер музейĕнче юсаса çĕнетнĕ шедеврсене халалланă ятарлă курав иртет.

www.hypar.ru 

Рубрика: 

Комментари хушас