«Уксахлаканнисем» те пур

26 Юпа, 2021

Çĕнĕ çулччен нумай юлмарĕ те — республика шайĕнче наци проекчĕсене пурнăçлас енĕпе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетесси те инçе мар. Стратегие планлас тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канашăн ытларикун иртнĕ ларăвне уçнă май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пухăннисене регионăн нацпроектсен тытăмне кĕрекен проекчĕсемпе ĕçленине шăпах çулталăк вĕçленсе пынине тĕпе хурса хаклама сĕнчĕ.

Чăн та, çĕнĕ çул пуçланиччен икĕ уйăх кăна юлни нацпроектсемпе килĕшӳллĕн кăçал валли палăртнă ĕç вĕçленнине пĕлтермест — тар тăкмалăх ĕç пур-ха. Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Надежда Столярова регионăн нацпроектсен тытăмне кĕрекен 46 проектне пурнăçлама кăçал пĕтĕмпе 16,6 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнине аса илтерчĕ. Çав шутра 11,2 миллиард тенкĕ — республикăн пĕрлехи бюджетĕнчен. Хальлĕхе усă курман укçа виçи самай пысăк-ха.

Сывлăх сыхлавĕпе, аслă ăрăва, пултарулăх çыннисене, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх аталанăвне пулăшмалли проектсене пурнăçласси пысăк шайра. Çав вăхăтрах «уксахлаканнисем» те çук мар. «Культура анлăшĕ» проект кăтартăвĕсене Шупашкарти филармонин вăраха кайнă реконструкцийĕ, ялсенчи культура çурчĕсен юсавĕпе строительстви каялла туртаççĕ. «Спорт — пурнăç норми» проекта такăнтараканни — Ишлейри физкультурăпа сывлăх комплексĕ, ытти хăш-пĕр объект. Надежда Юрьевна çакăн сăлтавĕсенчен пĕрне пайăррăн асăнчĕ: строительство материалĕсем хакланни, çавна пула сметăна çĕнетме тивни нумай йывăрлăх кăларса тăратать. Çакă, шел, пĕр проекта кăна пырса тивмест. Нумайăшĕ строительствăпа çыхăннă вĕт — стройматериалсен хакĕсен ӳсĕмĕ çапла пысăк пуласса никам та, çав шутра Правительство та кĕтмен ахăр. Ку Пăрачкаври тасатакан сооруженисенчи ĕçсене те витĕм кӳнĕ.

«Çĕнĕ шкул» проектпа пăхнă ĕçсем валли кирлине сутăн илессине вăхăтра йĕркелеменни палăрнă. Вак-тĕвек мар — сăмах районсенчи 15 шкул пирки пырать. Тепĕр чух вара кĕтменни те сиксе тухать — ĕçе планланă вăхăтра пурнăçлама чăрмантарать. «Таса çĕршыв» проектпа çапла пулса тухнă. Канашри каяшсен полигонне рекультивацилеме пуçласан çĕр айĕнчи каяшсен калăпăшĕ малтан шутланинчен чылай пысăкраххи палăрнă.

Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан темиçе проектпа пăхнă ĕçсене вăхăтра пурнăçлас тĕлĕшпе иккĕленӳ пуррине те пытармарĕ. Çав шутра — «Культура анлăшĕ», «Таса шыв», «Ачасене сыватасси», «Медицина кадрĕсем», «Онкологи чирĕсемпе кĕрешесси».

Тĕплĕнрех «Хыпар» хаçатра çырса кăтартăпăр.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас