Ӱнер шахматпа çывăхланать

16 Çурла, 2022

Авăн уйăхĕн 10-23-мĕшĕсенче Шупашкар хули шахматла выляссипе Раççей чемпионачĕн суперфиналне йышăнĕ. «Шахмат – музейре» проектпа килĕшÿллĕн ăмăртусем Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче иртĕç. Çавна май музейре юсав ĕçĕсем ирттернĕ.
Çак ĕçе тумашкăн республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă. Музей директорĕ Геннадий Козлов каланă тăрăх, иккĕмĕшпе виççĕмĕш хутри залсемпе пÿлĕмсене юсаса çĕнетнĕ. «Музей çурчĕ кивелсе çитнĕччĕ, юсав пирки ĕмĕтленеттĕмĕр. Халĕ пирĕн залсем Мускаврисенчен те кая мар. Кунта кĕрсен чун савăнать. Музейре нихăçан та турнирсем ирттермен. Пĕрремĕш опыт пулĕ. Шахмат ăс-хакăла аталантарать, ÿнер чуна илем парнелет. Турнир çынсене шахматпа кăна мар, искусствăпа та çывăхлатма май парĕ», — терĕ Геннадий Васильевич. Шахматпа çыхăнтарса художник 12 ĕç хатĕрленĕ. Вĕсене те авăн уйăхĕнче курма пултарăпăр.
Ăмăрту тĕлне музейре виçĕ курав хатĕрлĕç. Шахматиссемпе хăнасем Геннадий Козловăн персоналлă выставкипе, пултарулăх союзĕсен членĕсен ĕçĕсемпе тата ÿнер классикĕсен картинисемпе паллашма пултарĕç. Пĕтĕмпе 200 ытла картина тăратма палăртнă. Тĕп залăн стенин варринче Раиса Терюкаловăн чăвашăн чунне уçса паракан «Чăваш Ен» ĕçĕ пулĕ, икĕ енче — Николай Овчинниковăн «Шуршăлти туй» /унта Андриян Николаевпа Валентина Терешковăн туйне сăнланă/, Петр Кипарисовăн «Константин Иванов юрă итлет», Владимир Агеевпа Станислав Алатовăн картинисем т.ыт.
 

www.hypar.ru

Комментари хушас