Урамра тÿлевсĕр кино кăтартĕç

7 Çĕртме, 2021

Раççей кунĕ умĕн Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри урам киновĕн фестивалĕ уçăлĕ.

Мероприятие Чăваш Енĕн тĕп хулинче йĕркелекенсем — «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕ тата электрон документаци архивĕ. Авăн уйăхĕн 11-15-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери урам киновĕн фестивальне хутшăнакан фильмсене 60 çĕршывра кăтартĕç.

6-мĕш хут иртекен фестивале Шупашкар та хутшăнать. Кинофильмсене урамра тӳлевсĕр курма пулĕ. Пĕрремĕшне çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче 20 сехетре Наци библиотеки умĕнче Иван Яковлев скверĕнче кăтартĕç. Мероприятире çавăн пекех — концерт, мультфильм, «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕн фильмĕсем.

www.hypar.ru Изображение culture.cap.ru

Рубрика: 

Комментари хушас