Утă сутассипе — 1-мĕш вырăнта

13 Утă, 2020

Ытти çĕршыва утă сутассипе Чăваш Ен Раççейре 1-мĕш вырăна тухнă. Çакна Агроаналитика центрĕн Чăваш Республикинчи филиалĕнчи кăтартусем çирĕплетеççĕ. Чăваш Ен аграрийĕсем 2020 çулăн 1-мĕш çурринче 158,3 пин долларлăх 440 тонна утă экспортланă.

Люцернăн, викăн, люпинăн, клеверăн вĕтетнĕ курăкне тата вăррисене Бельгие, Германие, Польшăна тата Словение ăсатаççĕ.

Регион проекчĕпе килĕшӳллĕн 2024 çул тĕлне Чăваш Ен аграрийĕсен экспорт калăпăшне 46 миллион доллар чухлĕ ӳстермелле.

www.hypar.ru Agro.cap.ru сăн укерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас