Уйăхлăха чĕлхене халалланă

28 Пуш, 2022

Чăваш чĕлхин кунĕ çывхарса пырать. Çавна май кĕçех чăваш чĕлхин уйăхлăхĕ те пуçланĕ. Ун пирки ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура культура министрĕ Светлана Каликова пĕлтерчĕ.

Тепĕр тесен, ку енĕпе вăй хураси — ялан пурнăçламалли ĕç. Пĕлтĕр библиотекăсене чăвашла 16 пин кĕнекепе тивĕçтерниех мĕне тăрать. Уйăхлăх тапхăрĕнче чĕлхене, ăна упраса хăварассине халалланă вун-вун мероприяти иртмелле — «Тăван сăмах — халăх хăвачĕ» конференцирен пуçласа писательсемпе йĕркелекен тĕлпулусем таран.

Чĕлхе кунĕ тĕлне чăвашла ӳкернĕ анимаци фильмĕсен презентацине йĕркелеме палăртнă. Республика Пуçлăхĕ вĕсемпе шкулсенче усă курассине тишкерме сĕнчĕ — ачасемшĕн усăллă та, интереслĕ те пулĕ. Вăл çавăн пекех мультфильмсем ӳкерес ĕçе педагогсене явăçтармаллине палăртрĕ — вĕсен сĕнĕвĕсем вырăнлă пулмалла. Чĕлхе тенĕрен, чиновниксем чăвашла пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе Олег Алексеевич цифра аталанăвĕн министрне Кристина Майнинăна тĕслĕх вырăнне асăнчĕ: «Сирĕн çитĕнӳсемшĕн савăнатăп!»

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас