Вăрланă тĕслĕхсем те пур

31 Пуш, 2022

Кĕçнерникун ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвĕнче проекчĕсене пурнăçланă чухне саккунлăха тивĕçтерессине тишкерчĕç.

Калаçура пытармарĕç: нацпроектсем валли уйăрнă укçана вăрланă тĕслĕхсем те пур. ЧР Прокурорĕ Андрей Фомин пĕлтĕр çавнашкал тĕслĕхсемпе виçĕ уголовлă ĕç пуçарни çинчен пĕлтерчĕ. «Экологи» нацпроектпа килĕшӳллĕн çĕннисен вырăнне усă курнă тракторсем сутнă тĕслĕхпе приговор вăя кĕнĕ. Кăçал та список уçăлнă ĕнтĕ — пĕр уголовлă ĕç пур.

Темăна пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев прокуратура ячĕпе тав сăмахĕ каларĕ. Надзор органĕ нацпрооектсене пурнăçлас тĕлĕшпе пысăк пулăшу кӳрет. «Хӳресем» пур. Сăмахран, тĕп хулари Сад микрорайĕнĕнчи шкул строительстви тĕлĕшпе. Эпир вăй хуни, хистени-ӳкĕтлени çителĕксĕр. Çак тĕслĕхре те прокуратура пулăшасса шанатпăр», — терĕ Олег Алексеевич.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас