Вăрман амнистийĕ ĕмĕрлĕх мар

15 Чÿк, 2021

Ял-хулана хăтлăлатмалли, йывăç-тĕм лартмалли стандарт çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура строительство министрĕ Павел Данилов каласа пачĕ. Тĕрĕссипе, анлă правилăсем темелле.

Стандарт асăннă сферăри мĕн пур ĕçе йĕркелеме пулăшĕ — ял-хулана хăтлăлатассипе çыхăннă строительство ĕçĕсенчен пуçласа йывăç-тĕм лартнă чухне хăш районсенче ӳсен-тăранăн мĕнле сорчĕсемпе усă курасси таран. Министр каланă тăрăх, проектпа смета докуменчĕсене хатĕрленĕ, тĕрлĕ ĕç валли укçа уйăрнă чухне çак стандарта никĕс вырăнне хумалла.

Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов калани те нумай ял-хулана пырса тивет. Вăл федерацин «Вăрман амнистийĕ çинчен» саккунне йышăннă май пурнăçламалли ĕçсем пирки сăмах пуçарчĕ. Вăрмансен чылай лаптăкĕ поселоксен, ялсемпе хуласен территорине кĕнĕ. Вĕсемпе дача ĕçĕсене пурнăçлама, çакнашкал ытти тĕллев валли усă курма юрамасть. Республикăра вара вăрмансенчи поселоксен шучĕ кăна виçĕ теçеткепе танлашать. Апла тăк нумай ял-хулан хăйсен генеральнăй планĕсене çĕнетмелле. Шел те, чылай çĕрте ку енĕпе влаçсем хальлĕхе нимĕн те туман. Саккунпа çирĕплетнĕ вăрман амнистийĕ вара çитес çуллăха кăна — раштавра вĕçленет.

Ыйту çивĕчлĕхне Олег Николаев та палăртрĕ: «Эпир кашни тăваткал метр шутра пулмалли çинчен калатпăр, кунта вара пысăк поселоксемех вăрман фондне кĕреççĕ…» Çавна май вăл ĕçсене пурнăçлама пайăр вăхăт уйăрмалли çинчен каларĕ, ку ыйтупа çитес çул пуçламăшĕнче ятарласа канашлу ирттерме сĕнчĕ — кашни тĕслĕхе тишкермелле, ĕçе вăраха яма юрамасть.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас