Влаçпа бизнесра ĕçлекенсем футбол вылянă

21 Çу, 2017

Ĕнер, çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче, предпринимательсен кунĕ ячĕпе çулсерен йĕркелекен «Влаç тата бизнес» футбол вăййи иртрĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕнче, Экономика, Спорт министерствисенче тата ытти министерствăпа ведомствăра ĕçлекенсем хутшăнчĕç.

Бизнес командинче уйрăм усламçăсем тата тĕрлĕ организацисем пулчĕç. Вăйăра малтанласа влаç органĕсен представителĕсем хастарлăх кăтартрĕç, пĕрремĕш таймра вĕсем 3:1 шутпа çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш тапхăрта вăйă шучĕ пĕрпекленчĕ.

Влаç представитĕсенчен пĕрремĕш мечĕке Семен Максимов, бизнесменсенчен Алмаз Салахеев тапса кĕртрĕç. Юлашкинчен вăйă 5:5 шутпа вĕçленчĕ.

Яков АНДРЕЕВ, «Стройтехника» ООО директорĕ:

- Пирĕншĕн кун пек вăйă уяв пек туйăнать, эпир унта яланах кăмăлтан хутшăнатпăр. Вăл пире çывăхланма пулăшать. Влаçрисем пире канашпа пулăшни аван. Кун пек вăйăсем кирлĕ тесе шухăшлатăп. Министрсем килменрен ăмăрту кичемрех иртрĕ.

www.hypar.ru

Теги: 

Комментари хушас