Волонтер-кооператорсем пулăшаççĕ

17 Раштав, 2020

Республикăри предприяти-организацисем коронавирус саманинче йывăрлăха лекнисене пулăшма тăрăшаççĕ. Ковидран килте сипленекенсене тÿлевсĕр эмел леçсе пама Чăвашпотребсоюз волонтерсен ушкăнĕсене йĕркеленĕ.

Етĕрне районĕнче кооператорсем медицина тата социаллă службăсен ĕçченĕсем валли машина 10 кунлăха уйăрса панă. Вĕсем коронавируслисене тата чирлеме пултаракансене эмелсем кайса панă. 

Волонтер-кооператорсен ĕçне Чăвашпотребсоюз совечĕн председателĕ, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов йĕркелесе тăнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти мĕнпур районта волонтерсен ушкăнĕсене пухнă.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА хатĕрленĕ. Чăвашпотребсоюзăн архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

 

Комментари хушас