Вун-вун ял çутăсăр юлнă: пуйăссем чарăннă

12 Раштав, 2022

Иртнĕ кану кунĕсем электросеть тата çул-йĕр организацийĕсемшĕн уйрăмах йывăр килнĕ. Çавна май ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлу та çак ыйтуран пуçланчĕ. ГКЧС ертÿçи Сергей Павлов пĕлтернĕ тăрăх, юр, пăрлă çумăр çунă май нумай çĕрте электролинисем сиенленнĕ, потребительсене электричество парса тăрас тĕлĕшпе чăрмавсем сиксе тухнă. Раштавăн 10-мĕшĕнче каçхине республикăри нумай районти 100 ял-поселокра электричество пулман, раштавăн 11-мĕшĕнче ку кăтарту 150 таран пысăкланнă – 188-а та çитнĕ. Авари бригадисем талăкĕпех ĕçленĕ пулин те 27 пине яхăн çурт электричествăсăр юлнă.

Шел те, тунтикунхи ир тĕлне те çивĕчлĕхе сиреймен — 135 ял-поселокра çав-çавах электричество пулман. «Чăвашэнерго» специалисчĕсене пулăшма «Россети» яваплăхĕн зонинчи кÿршĕ регионсенчен — Самар, Ульяновск облаçĕсенчен — 30 çын килнĕ. Сергей Павлов тунтикун Самар, Саратов, Оренбург облаçĕсенчен тата 155 çын çитмеллине пĕлтерчĕ — авари сиенне пĕтерес енĕпе ĕçлекен вăйсене ÿстерсе пыраççĕ. Ĕç калăпăшĕ пысăкки куçкĕрет. Вăрмар районĕнче потребительсене электричествăпа, шывпа тивĕçтерес енĕпе пысăк чăрмавсем тухса тăнине пула чрезвычайлă лару-тăру режимне те ĕçе кĕртме тивнĕ.

Транспорт министрĕ Владимир Осипов пĕлтернĕ тăрăх, электричество пулманнине кура электропуйăссем вăхăтлăха чарăнса ларнă. Çак «тăхтав» 9 сехет таранах тăсăлнă. Пуйăссене тепловозсенчен кăкарса илсе кайма тивнĕ. Çавна май «Шупашкар — Мускав» пуйăс та 1,5 сехет кая юлнă, «Мускав — Шупашкар» пуйăс тĕп хулана 45 минут кая юлса çитнĕ. РЖД юсав ĕçĕсене хăйĕн вăйĕпе пурнăçласа çÿреве йĕркеленĕ, анчах ĕçлемелли тата нумай-ха. Çав шутра чукун çула юрпа пăр йывăрăшне тÿсеймесĕр ÿкнĕ йывăçсенчен тасатмалла, авăннă йывăçсене касмалла.

Автомобиль çулĕсем çинче те лару-тăру йывăр пулнă. Пысăк тиев турттаракан грузовиксем сăрталла хăпарайманнине кура аслă çулсем те вырăн-вырăнпа «пăкăланнă». Трассăсене тасатма вун-вун бригадăна, çĕр-çĕр техникăна явăçтарнă. Çулсем çине икĕ талăкра 10,5 пин тонна ытла хăйăрпа тăвар хутăшĕ сапнă. Анчах, Владимир Михайлович палăртнă тăрăх, çак хутăш усси пысăк пулман: «Сапнă хыççăнах çул çинчен ăна çумăр юхтарса каять». Автомобиль çулĕсем çинче те, уйрăмах вăрманлă тăрăхсенче, хуçăлнă, авăнса аннă йывăçсем нумай чăрмав кăларса тăратнă. Шел те, аварисем те пулнă. Виçĕ инкекре 6 çын суранланнă, 1 çын вилнĕ — «Шупашкар — Сăр» çул çинче, Вăрнар районĕнче, автомобиль çул хĕрринчи çуран çынна таптанă.

Сергей Павлов ытларикунах çанталăк сивĕтме пуçлассине палăртнă май пурне те асăрхануллă пулма чĕнсе каларĕ. Финанс министрĕ Михаил Ноздряков, канашлăва ертсе пынăскер, социаллă объектсем тĕлĕшпе тимлĕх пушшех пысăк пулмалли çинчен асăрхаттарчĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас