Ял хуçалăхĕн ĕçченĕ мар-им?

14 Юпа, 2020

Канаш районĕн прокуратури пулăшнипе хĕрарăма пенси хăпартса панă.

Прокуратура палăртнă тăрăх, Пенси фончĕ ăна ватлăхпа пенсие тухнă тӳлеве ӳстерме килĕшмен. Хĕрарăм ветеранари участокĕнче ĕçленĕ, вăл ял хуçалăхĕнчи выльăха пăхса тăнă. Саккунпа килĕшӳллĕн, ялта ĕçлекенсене пенси çумне хушса тӳлемелле. Прокуратура хĕрарăмăн правине хӳтĕлесе суда тавăçпа тухнă, ветеринарта ĕçленĕ тапхăра ял хуçалăхĕнче тăрăшнипе танлаштарма, пĕлтĕрхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ саккунпа килĕшӳллĕн хушса тӳлеме ыйтнă. Суд тавăçа туллин тивĕçтернĕ.

www.hypar.ru Ria.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Алина ТИМОФЕЕВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас