Ÿкĕтлесе çитĕ, явап тыттарма вăхăт

5 Юпа, 2022

Юлашки çулсенче патшалăх хывакан инвестицисен калăпăшĕ палăрмаллах ÿснĕ, çакă уйрăм çынсене те инвестици хывма хавхалантарать. Анчах ĕçе ăнтарайман тĕслĕхсем те пур — çакă пăшăрхантарть. Республикăра наци проекчĕсене пурнăçлассипе çыхăннă капиталлă строительство объекчĕсен строительствин, реконструкцийĕн тата капиталлă юсавĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен штабăн юнкунхи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çапла каласа пуçларĕ те — çивĕч калаçу пуласси тÿрех сисĕнчĕ.

Патшалăх инвестицийĕсен хыççăн уйрăм çынсем тĕрлĕ сферăна хывакан укçа-тенкĕ те туртăнни логикăпа килĕшсе тăрать. Çакă çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май парать, бюджет майĕсене анлăлатать. Çавăнпа та, пусăм тусах палăртрĕ Олег Алексеевич, ку енĕпе влаçсен енчен малашне те пулăшу пулĕ. Анчах йĕркене пăсни, юлхавлăх тĕлĕшпе каçару пулмĕ. «Хальччен хаяр мерăсепе усă курсах кайман, чылай чухне ÿкĕтленĕ, паян вара управлени тытăмĕнче йышăнусен хăвăртлăхĕ питĕ пысăк — çапла ĕçленипе çураçма юрамасть. Бюджетран хывакан кашни тенкĕ унпа усă куракан патне çитмелле, çапла пулмасан айăплисене явап тыттармалла — административлă майпа та, уголовлă йĕркепе те», — çирĕппĕн каларĕ регион ертÿçи.

Нацпроектсемпе пăхнă объектсенчи ĕçсемпе вице-премьер — строительство министрĕ Павел Данилов паллаштарчĕ. Тÿрех асăрхаттарчĕ: кăçал хута ямаллисенче уйăрнă укçапа усă курассине раштавăн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле. Ун хыççăн Мускав укçа уйăрассине чарса лартĕ, кайран, çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн, çав укçана пама пултарĕç, анчах илесси питĕ кăткăс пулĕ. Ĕçсен калăпăшĕ вара чăннипех пысăк. Строительствăпа монтаж ĕçĕсем тĕлĕшпе кăна — 80 объект. Тата — пилĕк теçетке ытла проект-тĕпчев ĕçĕ. Мускав хаклавĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре «хĕрлĕ зонăра» тесе йышăннă объектсем çук, анчах çакă пĕтĕмпех йĕркеллĕ тенине пĕлтермест.

Павел Владимирович кашни проект тĕлĕшпе уйăрнă укçа виçине пĕлтернĕ май çак кун тĕлне унăн хăш пайĕпе усă курнине процентсемпе палăртрĕ. Шел, 100% патне çывăха та пырайман объектсем те çук мар. Чăрмавсем тухса тăнисен хушшинче вăл тĕп хулари çĕнĕ «Акварель» микрорайона шывпа тивĕçтермелли, территорисене хăтлăлатмалли ĕçсене асăнчĕ. Хăтлăх тенĕрен, ку енĕпе ĕçлемелли вăхăт вĕçленсе пырать: юпа уйăхĕ, çанталăк парсан — чÿк уйăхĕн пуçламăшĕ. Унтан хĕл ларать... Çавăнпа та юлнă кунсемпе май пур таран тухăçлă усă курмалла.

Республикăн кăнтăр енчи районĕсене ĕçмелли таса шыпа тивĕçтермелли водовод тĕлĕшпе те ыйтусем пур — ПМК-8, «Спецстрой» компанисем кăçал валли палăртнă ĕçсене пурнăçланă, документсемпе ĕçлесе çитермелле. Атăла сыватмалли нацпроектпа килĕшÿллĕн 284 миллион тенкĕ уйăрнă, касса енĕпе пурнăçлани вара хальлĕхе 218 миллион тенкĕ кăна-ха: Çĕнĕ хулара çумăр шывĕ юхса каймалли коллектор строительствинче йывăçсене касас тĕлĕшпе чăрмавсем тухса тăнă. Çакнашкал тĕслĕхсене министр татах та татах асăнчĕ.

Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программи пирки те калаçу пулчĕ. Кăçал пурнăçламалли инфратытăм проекчĕсем — миллиард çурă тенкĕлĕх. Усă курни — çурринчен ытларах кăна, 788 миллион тенкĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас