Йошкар-Олана çитнĕ

28 Çĕртме, 2021

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн артисчĕсем мари халăхĕн кураканне Ф.Легарăн «Веселая вдова» опереттипе савăнтарнă.

Спектакле Мари патшалăх академи оперăпа балет театрĕн сцени çинче лартнă. Сăнарсене калăплакансем — Маргарита Финогентова, Дмитрий Семкин тата Людмила Яковлева чăваш халăх артисчĕсем, Татьяна Тойбахтина, Михаил Мокшанов, Светланăпа Константин Ефремовсем Чăваш Ен тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем тата ытти те.

Палăртмалла, Мари тата Чăваш Республикисен театрĕсен туслăхĕ тахçанах çирĕпленнĕ. Нумаях пулмасть Шупашкарта иртнĕ II Пĕтĕм тĕнчери оперетта фестивалĕнче Мари театрĕ И.Кальманăн «Сильва» опереттине лартнăччĕ.

www.hypar.ru Culture.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас