«Ырăлăх нумайрах тăк юрату ытларах»

28 Раштав, 2020

«Çакăн пек пысăк награда пани манăшăн ырă кĕтменлĕх пулчĕ. Ку — мана кăна мар, пĕтĕм коллектива хаклани. Вăл малашне Чăваш Республикин аталанăвĕшĕн, халăх сывлăхĕшĕн тата ытларах ĕçлеме хавхалантарать», - терĕ Шупашкарти хулан тĕп больницин тĕп тухтăрĕ Татьяна Маркелова чыславра.

Паян Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче тĕрлĕ сферăра ĕçлекен, пысăк çитĕнӳсемпе палăрнă çынсене тĕрлĕ награда пачĕç. Татьяна Николаевна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Тав çырăвне илчĕ. Хисепе тивĕçнисен йышĕнче шурă халатлисем йышлăн пулни савăнтарчĕ. Калăпăр, Çĕнĕ Шупашкарти хула больницин тĕп тухтăрăн çумĕпе Вера Алексеевăпа Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин инфекци уйрăмĕн заведующицйĕ Сергей Ефимов ковид чирĕпе кĕрешес енĕпе тухăçлă ĕçленĕшĕн Пирогов орденĕсене тивĕçрĕç.

Çакна палăртмалла: ку çĕнĕ награда. Унпа шурă халатлисене кăçал кăна чыслама пуçланă. «Асамлăха ĕненме ан пăрахăр, ырă ĕçсем ытларах тăвăр. Ырăлăх ăçта нумайрах, унта юрату ытларах», - çапла каларĕ награда илнисене саламланă май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев. Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн черетлĕ кăларăмĕнче.

www.hypar.ru Роза ВЛАСОВА сăн ӳкерчĕкĕсем.

 

Комментари хушас