Йӳннине халь ярмăрккăра шырасан кăна…

19 Ака, 2022

Экономика аталанăвĕн министерстви республикăра пурăнакансен хушшинче йĕркеленĕ онлайн-ыйтăм çынсене паян чи малтан хаксен ӳсĕмĕ пăшăрхантарнине çирĕплетнĕ. Çавна май республикăн потребительсен прависене хӳтĕлес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ытларикун иртнĕ ларăвĕн кун йĕркинче хаксен ыйтăвĕ тĕп вырăнта пулни кĕтменлĕх мар.

Ларăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ. Вăл палăртнă тăрăх, рынокри лару-тăру çивĕчленни паллă, анчах çакă потребительсен прависем çине алă сулма ирĕк памасть — вĕсене тивĕçтермелле. Çав шутра — хаксен ӳсĕмне пӳлсе те.

Экономика аталанăвĕн министрĕн заместителĕ Лариса Рафикова улма-çырла, пахча çимĕç хакĕсем уйрăмах нумай ӳснине çирĕплетрĕ — 17-рен пуçласа 82% таран. Тĕлĕнмелле те, сăлтавĕсене вăл хаксен çулталăк вăхăчĕпе çыхăннă ӳсĕмĕнче тата пĕлтĕрхи типĕ çанталăкра кăна курать.

Министерство граждансем вăл е ку тавара хаклатнă тĕслĕхсем çинчен пĕлтернисене пухать, вĕсене эрнесерен Федерацин монополипе кĕрешекен службин управленине ярса парать. Тата — суту-илӳ сечĕсемпе ăнлантару ĕçне ирттерет. Лариса Анатольевна çирĕплетнĕ тăрăх, паян суту-илӳре вăл е ку тавар çителĕксĕрлĕхĕ палăрмасть.

ФАС управленийĕн ертӳçин Валерий Котеевăн докладĕнче те хаксене пысăклатнăшăн явап тыттарнă тĕслĕхсем янăрамарĕç. Хаксем ӳсни пирки граждансенчен çăхав нумай — 580 пĕлтерӳ йышăннă. Кашнинех тĕрĕслеççĕ, анчах… Рынокра тĕп вырăн йышăнакансем çакăнпа киревсĕр тĕллевпе усă курнă тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларман, Валерий Вячеславович вăл е ку таварăн суту-илӳри вăхăтлăх дефицитне йĕркелесе услам тунисене тупса палăртни пирки те шарламарĕ.

Ял хуçалăх министрĕн Сергей Артамоновăн доклачĕ туллирех те анлăрах пулчĕ. Вăл иккĕленмест: хаксем республикăра хатĕрлекен ĕçме-çиме хамăра çитни-çитменничен нумай килеççĕ. Чăваш Ен апат-çимĕç производствине пĕлтĕр самай пысăклатнă, кăçалхи кăтартусем те ӳсĕмлĕ. Çапах хаксем пурпĕр хăпараççĕ. Çакăнта, ун шучĕпе, тенкĕн долларпа, европа шайлашуллă хакĕ тăруках чакнин витĕмĕ пысăк. Чылайăшĕ çакна тĕпе хурса хак ярлăкĕсене улăштарма васкарĕ.

Республикăра хамăрăн çăкăр пĕçермелли тырă пĕтнĕ — ăна ютран кӳреççĕ. 3-мĕш класлă тулă тоннин хакĕ 18 пин тенкĕрен те иртет. Апла пулин те çăнăх авăртакансем хăйсен хакĕсене тăруках пысăклатма васкамаççĕ, çакă çăкăр хакланасран сыхланма май парать. Лару-тăрăва РФ Ял хуçалăх министерстви те куçран вĕçертмест. Çăкăр пĕçерекенсем валли субсиди уйăрнă — çак укçа, 45 миллион тенкĕ, Чăваш Ене те килнĕ. Сергей Геннадьевич çăкăр пĕçерекенсем ăна çывăх вăхăтрах илессе шантарчĕ. Çитĕнтернĕ тырăшăн, тоннишĕн 2,5 пин тенкĕ, тӳлекен укçа та пулĕ — 75 миллион тенкĕ. Çакă та, паллах, çăкăр хакланассине пӳлме пулăшмалла.

Сĕте илес тĕк — унăн Раççейри дефицичĕ 4,2 миллин тоннăпа танлашать. Çавăнпа паян çĕршывра çĕнĕ фермăсем, тирпейлекен производствăсем хута ярас енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Чăваш Ен те сĕт тирпейлессине пысăклатас тĕллев лартнă. Çăмарта тĕлĕшпе регион хăйне кирлин 96% туса илет. Ку кăтартăва та ӳстересшĕн – министр пĕр-икĕ çулта ыйтăва хупма пултарасса шанать.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас