Ыйтăр — Чăваш энергосбыт компанийĕ хуравлать

16 Раштав, 2020

Энергетик кунĕ çывхарать — отрасль ĕçченĕсем ăна çуллен раштавăн 22-мĕшĕнче уявлаççĕ. «Чăваш энергосбыт компанийĕ» АО професси уявне радиоэфирта та паллă тăвать.

Çитес ытларикун, праçник кунĕнче, ЧЭСКăн ĕç тăвакан директорĕн реализаци енĕпе ĕçлекен заместителĕ Дмитрий Константинов «Раççей радиовĕ. Чăваш Ен» /99.9 FM/ эфирне тухĕ – тӳрĕ эфирта радио итлекенсен ыйтăвĕсене хуравлĕ.

«Уçă студи» кăларăмра компанин 2020 çулхи ĕçне пĕтĕмлетме, ЧЭСКăн интерактив тата интернет-сервисĕсемпе паллаштарма, уйрăм çынсене ресурспа тивĕçтерекен организацие усă курнă электроэнергишĕн тӳрĕ мелпе тӳлемелли йĕрке çине йышлăн куçарнин сăлтавĕсене уçăмлатма палăртнă, компанин 2021 çулхи планĕсем тавра та калаçу пулĕ. Паллах, радио итлекенсем ыйтусем пама пултараççĕ — тулли хурав илĕç.

Ыйтусене халех, ытларикунччен кĕтмесĕр, пама пулать — #ЧЭСК хэштегпа усă курса ВКонтакте, Фейсбук, Одноклассники социаллă сетьсенче. Çав шутра — видеоçыру мелĕпе те. Раштавăн 22-мĕшĕнче вара радио итлекенсен ыйтăвĕсене «Раççей радиовĕ. Чăваш Ен» студийĕнче 56-19-73 /Шупашкар хулин кочĕ — 8352/ телефонпа йышăнĕç. Тӳрĕ эфир 13 сехет те 20 минутра пуçланать.

Çĕнĕ çул çывхарнă май энергетиксенчен кăмăллă тепĕр хыпар та пур. Чăваш энергосбыт компанийĕ хăйĕн абоненчĕсем — уйрăм çынсем — валли «Парăмсене тӳлесе тат — пенисене пăрахăçлăпăр» акци пуçарнă. Потребительсен усă курнă электроэнергишĕн тӳлессипе çыхăннă парăма 2020 çулхи раштавăн 11-мĕшĕччен татмалла та — компани тӳрĕ кăмăллăскерсене хавхалантарса пенисене шутран кăларĕ. Пĕр самант: акци суд акчĕпе шыраса илнĕ, шыраса илес тапхăрти парăмсене пырса тивмест.

Акци условийĕсемпе килĕшӳллĕн унта коммуналлă пулăшу ĕçĕшĕн паракан квитанцисене «Чăваш энергосбыт компанийĕ» АОран илекен, компани клиенчĕн уйрăм кабинетĕнче регистрациленсе унпа усă куракан /«Электронлă квитанци илесси» сервиспа çыхăнăр/ потребительсем хутшăнма пултараççĕ.

Потребителĕн темиçе лицевой счет пулсан акцие вĕсенчен кашнинпех уйрăммăн хутшăнма юрать. Çак акцие йĕркелесе энергетиксем потребительсене электроэнергишĕн пухăннă парăмсене штраф санкцийĕсене — пенисене — шута илмесĕр тӳлесе татма май параççĕ. «Парăмсене тӳлесе тат — пенисене пăрахăçлăпăр» акци Положенийĕпе чăваш энергосбыт компанийĕн официаллă сайтĕнче паллашма пулать.

Парăмсене татма ĕлкĕрĕр, эпир вара пенисене пăрахăçлăпăр!

www.hypar.ru

 

Комментари хушас