Ыйтусене чăвашла хуравлама юрать

7 Юпа, 2021

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуçланать. Вăл мĕнле уйрăмлăхсемпе палăрса тăрĕ? Мĕнле çĕнĕлĕхсем пулĕç? Кун çинчен Дмитрий Краснов вице-премьер, РФ патшалăх статистикин службин Чăваш Енри территори органĕн ертӳçи Эльвира Максимова каласа кăтартрĕç.

Дмитрий Иванович каланă тăрăх, çыраври ыйтусене патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă хуравлама пулать. «Ку мелпе пурте усă курма пултараççĕ, уйрăмах инçе çула тухакансемшĕн меллĕ. 30 ытла ыйтăва хуравламалла. Вĕсенчен пĕр пайĕ хăвăнпа, ачасемпе, çемьепе çыхăннă, тепĕр пайĕ пурăнмалли условисене пырса тивĕ», — ăнлантарчĕ вăл. Сăмах май, хăшĕ-пĕри электронлă çыраври ыйтусене тăван чĕлхепе хуравлама пултараççĕ. Унта çырав хучĕсене чăвашла та хатĕрленĕ.

Çыруçăна епле уйăрса илмелле-ха? Вăл ятарлă жилет тăхăнĕ, мăйран шарф уртса ярĕ. Çавăн пекех ăна логотиплă сумкăран та уйăрса илме пулать. Çыруçă аллинче планшет пулĕ, каçхине çӳремешкĕн фонарь парĕç. Çын патне пырсан унăн паспорт тата удостоверени кăтартмалла. Асăрханулăх мерисемпе килĕшӳллĕн çыруçăсене перчеткепе, маскăпа, антисептикпе тивĕçтерĕç. «Чирлисем патне каймасăр тăма сĕннĕ, вĕсем патне каярах çитсе килме тивет. Çыруçă нимĕнле документ та ыйтмасть, çын каланине кăна планшета çырса пырать. Вăл çынсем патне каçхине те, канмалли кунсенче те пыма пултарать. Кашни çыруçăн 550 çын патне çитсе килмелле. «Кĕтмен хăнана» киле кĕртмесен те юрать: ыйтусене урамра, коридорта хуравлама пултараççĕ», — каласа кăтартрĕ Эльвира Геннадьевна.

Çырав ыйтăвĕпе федераци шайĕнче хĕрӳ лини уçнă — 88007072020. Çавăн пекех Чăваш Енре пурăнакансем мĕн пур ыйтупа 51-54-25 телефонпа шăнкăравлама пултараççĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ сăн ÿкерчĕкĕсем

www.hypar.ru

Комментари хушас