Новости по теме

28 Ака, 2017

"Хыпар" ИÇ тěп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев "Çичĕ юрă" кăларăма хутшăннă

"Хыпар" Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев ĕнер Чăваш нацио радиовĕпе эфира тухакан "Çичĕ юрă" кăларăма хутшăннă. Тÿрĕ эфирти калаçу 20 сехет те 20 минутран пуçласа 22 сехетчен тăсăлнă.

28 Ака, 2017

"Хыпар" Издательство çурчĕн тата тепĕр журналисчĕ хисепе тивĕçнĕ

Чăваш Енĕн информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви ирттернĕ Тĕп редактор кунĕнче "Хыпар" Издательство çурчĕн "Тăван Атăл" журналĕн корреспондентне Елена Атамановăна отрасль ведомствин Хисеп грамотипе чысланă.

27 Ака, 2017

"Хыпар" ИÇ ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ пьеса çырса диплома тивĕçнĕ

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче нумаях пулмасть ача-пăча пултарулăх театрĕсен "АВАНсцена" республикăри III фестивалĕ иртнĕ. Унта "Хыпар" ИÇ ача-пăча кăларăмĕсен ("Тантăш" хаçат, "Тетте", "Самант" журналсен) редакторĕ Алина Изман диплома тивĕçнĕ.

26 Ака, 2017

Мускаври аслă шкулта вĕренекенсене хушпупа тухья кăтартнă

М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăx yниверситетěнче вĕренекенсем ĕнер чăваш халăхĕн тумтирĕпе паллашнă. Тухья, хушпу тата ытти ытарайми илеме çĕршывăн теп хулине Чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕн студенчĕсем илсе кайнă. Ĕçсен авторĕ - Шупашкарти çак аслă шкулăн доценчĕ Зинаида Воронова тата студентсем.

25 Ака, 2017

Чăваш чĕлхи кунĕпе Шупашкарта митинг иртнĕ

Чăваш чĕлхи кунне халалласа паян, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче,  Чăваш наци библиотеки умĕнчи И.Я. Яковлев палăкĕ умĕнче митинг иртнĕ. Ăна Чăваш Республикинчи профессилле çыравçăсен пĕрлĕхĕ йĕркеленĕ. 

25 Ака, 2017

Патăрьел районĕнче "Сарпи вулавĕсем" иртнĕ

Ĕнер Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта Чăваш чĕлхи кунне халалласа "Сарпи вулавĕсем" иртнĕ. Кăçалхипе 16-мĕш хут иртекен мероприятие ЧР вĕренÿ министрĕ Юрий Исаев, Вĕренÿ институчĕн проректорĕ Светлана Петрова, чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, Раиса Сарпипе Альбина Юрату сăвăçсем, Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн пуçлăхĕ Ирина Рубцова хутшăннă.

25 Ака, 2017

"Хыпар" Издательство çуртĕнче чи илемлĕ пÿлĕмсене палăртĕç

Паян "Хыпар" Издательство çуртĕнче ĕç хăрушсăрлăхĕ пирки пуху иртрĕ. Унта ĕçре инкек сиксе ан тухтăр тесен туса ирттермеллине сÿтсе яврĕç.

25 Ака, 2017

Пиллĕкмĕш хут иртнĕ тĕрĕслеве 5 пин ытла çын хутшăннă

Ĕнер, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, пирĕн республикăра "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017" акци пиллĕкмĕш хут иртрĕ. Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстерес тĕллевĕллĕ мероприятие кăçал, малтанласа шутланă тăрăх, 5 пин ытла çын хутшăннă.

24 Ака, 2017

"Хыпар" Издательство çурчĕн ĕçченĕсем те чăвашла диктант çырчĕç

Паян "Хыпар" Издательство çурчĕн журналисчĕсем Пĕтĕм чăваш диктантне хутшăнчĕç. Ытти чухне те алăран калем яманскерсем хăйсен пĕлĕвне халăхпа пĕрле тĕрĕслеме шут тытрĕç. Текста Чăваш наци радиовĕн тата "Тăван радио" эфирĕсенче вуланă май хаçатçăсем ĕç пÿлĕмĕнче ларсах диктант çырчĕç.

Pages