Новости по теме

2 Чÿк, 2023

Ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ

Паян, чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне республикăра уявличчен пĕр кун маларах, Хĕрлĕ Чутай тата Шупашкар округĕсенче савăнăçлă пуху ирттерсе мăйракаллă шултра выльăх валли инвестици проекчĕн çĕнĕ объекчĕсене уçрĕç.

2 Чÿк, 2023

Пулас артистсем çитĕнеççĕ

Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче шкул театрĕсен «Асам» фестивалĕн республика тапхăрĕ пуçланчĕ.

Ку ĕçе чÿк уйăхĕн вĕçĕнче пĕтĕмлетĕç. Фестивале РФ Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаевăн пуçарăвĕпе пуçласа йĕркеленĕ. Муниципалитет тапхăрĕнче мала тухнисене пысăк сцена çинче хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ.

www.hypar.ru

2 Чÿк, 2023

Хÿтĕлевçĕн çемйине пулăшнă

Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центрти экспресс асаннесем ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисене пăхма пулăшаççĕ.

«Кĕмĕл ÿсĕмри» волонтер Мария Мурзина çĕршыв хÿтĕлевçин çемйине çитсе килнĕ. Икĕ ача амăшĕн васкавлă ĕçсемпе килтен тухма лекнĕ. Хĕрарăм ывăлĕсене никампа та хăварайман. Çавăнпах комплекслă центртан пулăшу ыйтнă. Мария Алексеевна ачасемпе хăвăртах пĕр чĕлхе тупнă. Вĕсем пĕрле выляма та, ÿкерме те, юмахри сăнарсене сÿтсе явма та ĕлкĕрнĕ.

25 Юпа, 2023

«Ыттисен» шалăвĕ те хушăнать

Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнчи уйрăм тема — ĕç укçи. РФ Президенчĕн указĕсемпе килĕшӳллĕн бюджет ĕçченĕсен шалăвĕн ӳсĕмне шута илнĕ. Вĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи кăçал 14,7% хушăннă — 38,3 пин тенкĕрен иртнĕ. Çитес çул та ӳсĕм курăмлă пулмалла — 8,9% ӳссе 41,4 пин тенкĕ патне çывхармалла. Вĕрентекенсемпе медиксемсĕр, культура ĕçченĕсемсĕр пуçне бюджетран укçа илекен ытти çын та пур — «ыттисем» тесе палăртакан çак йышăн шалăвĕ Çĕнĕ çултанах 8,5% пысăкланĕ. Ку, паллах, бюджетшăн ансат мар, анчах кирлĕ укçана резервланă.

25 Юпа, 2023

Çулсем, шкулсем, троллейбуссем

Министерсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче инвестицисем çинчен каланă май Михаил Ноздряков «Химпромăн», «Промтракторăн» пысăк инвестпроекчĕсене, Çĕнĕ Шупашкарти индустри паркне, уйрăм экономика зонине асăнчĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр строительствине вăй пама тивĕç инвестпроектсен шутĕнче — инфратытăмпа çыхăннă пилĕк теçетке объект: çулсем, ăшă сечĕсем, ытти... Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программипе пурнăçлакан ĕçсен калăпăшĕ те пысăк. Сăмах май, Мускав ăна тата пилĕк çуллăха тăсассине пĕлтернĕ — хушма укçа пулĕ.

Pages