Новости по теме
Журналистсем Александр Егоров кубокне тивĕçĕç
Паян Чăваш Енре "Симĕс Раççей" акци пуçланнă
Паян Чăваш Ен "Симĕс Раççей" пĕтĕм Раççейри акцие хутшăнать. Республикăри министерство-ведомствăсенче ĕçлекенсем те, район-хулара пурăнакансем те тавралăха тирпейлеме пĕр шухăшлăн пулса тухнă.
Пĕлÿ кунне Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче те уявларĕç
Пĕлÿ кунне Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче те савăнăçлă лару-тăрура уявларĕç. Çак ятпа студентcене, преподавательсене саламлама РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршиновапа Леонид Черкесов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата ытти сумлă хăнасем пуçтарăнчĕç. Вĕсем студентсене сывлăх, телей, вĕренÿре ăнăçу сунчĕç.
Ял хуçалăх академийĕнче кăçал ют çĕршывран килнĕ 58 студент вĕренĕ. Вĕсем Чăваш Ене ăс пухма тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă.
Пулас педагогсем те авăнăн 1-мĕшне уявларĕç
Пурнăçа — Тăван çĕршыва, чыса — никама та!
Моряк тумне тăхăннă каччăсемпе хĕрсем салтакла çирĕп утăмпа стройпа иртеççĕ — маттурсене пăхса ытармалла мар... Çапла, кунта хĕрачасем те пур. Пĕтĕмпе вара Шупашкарти К.Иванов урамĕнче вырнаçнă кадетсен шкулĕнче паян 225 ача пĕлÿ илет, çар хатĕрленĕвĕн вăрттăнлăхĕсене ăса хывать. 5-мĕш класран пуçласа йышăнаççĕ. "Кĕçĕн" 5-мĕш класа кăçал 30 ачана йышăннă.
Тăрăшса вĕренсен çĕнтерÿ пулатех!
"Сире хăватлă та вăйлă аслă шкула вĕренме кĕнĕ ятпа сламлатăп!" - çапларах пулчĕ ЧР Пуçлăхĕн авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчи пирвайхи саламĕ. Пĕлÿ кунĕнче Михаил Васильевич темиçе вĕренÿ заведенине çитрĕ, çапах чи малтан Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсемпе курнăçрĕ.