Новости по теме

25 Ака, 2017

Патăрьел районĕнче "Сарпи вулавĕсем" иртнĕ

Ĕнер Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта Чăваш чĕлхи кунне халалласа "Сарпи вулавĕсем" иртнĕ. Кăçалхипе 16-мĕш хут иртекен мероприятие ЧР вĕренÿ министрĕ Юрий Исаев, Вĕренÿ институчĕн проректорĕ Светлана Петрова, чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, Раиса Сарпипе Альбина Юрату сăвăçсем, Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн пуçлăхĕ Ирина Рубцова хутшăннă.

25 Ака, 2017

"Хыпар" Издательство çуртĕнче чи илемлĕ пÿлĕмсене палăртĕç

Паян "Хыпар" Издательство çуртĕнче ĕç хăрушсăрлăхĕ пирки пуху иртрĕ. Унта ĕçре инкек сиксе ан тухтăр тесен туса ирттермеллине сÿтсе яврĕç.

25 Ака, 2017

Пиллĕкмĕш хут иртнĕ тĕрĕслеве 5 пин ытла çын хутшăннă

Ĕнер, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, пирĕн республикăра "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017" акци пиллĕкмĕш хут иртрĕ. Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстерес тĕллевĕллĕ мероприятие кăçал, малтанласа шутланă тăрăх, 5 пин ытла çын хутшăннă.

24 Ака, 2017

"Хыпар" Издательство çурчĕн ĕçченĕсем те чăвашла диктант çырчĕç

Паян "Хыпар" Издательство çурчĕн журналисчĕсем Пĕтĕм чăваш диктантне хутшăнчĕç. Ытти чухне те алăран калем яманскерсем хăйсен пĕлĕвне халăхпа пĕрле тĕрĕслеме шут тытрĕç. Текста Чăваш наци радиовĕн тата "Тăван радио" эфирĕсенче вуланă май хаçатçăсем ĕç пÿлĕмĕнче ларсах диктант çырчĕç.

24 Ака, 2017

Чăваш Енпе паян тĕнче паллашать

Раççей Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин Йышăну çуртĕнче паян Чăваш Ен презентацийĕ уçăлнă. Унта РФ ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ Сергей Лавров, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

24 Ака, 2017

Чăваш Енри больницăсем тухтăрсене ĕçе йыхравлаççĕ

Шăмат кун, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче ваканси ярмăркки иртнĕ. Унта паян-ыран шурă халат тăхăнма хатĕрленнисем тата интернсемпе ординаторсем - пурĕ 300 ытла çамрăк - пуçтарăннă.

23 Ака, 2017

Чăваш Енĕн ахахĕсен гала-концерчĕ иртнĕ

Ĕнер Шупашкар районĕнчи "Волжские зори" кану базинче "Чăваш Енĕн ахахĕсем" конкурс-фестивалĕн гала-концерчĕ иртнĕ. Унта юрă-ташă енчен пултаруллă ачасем пуçтарăннă.

Ăмăртăвăн зонăри тапхăрĕсем маларах Куславккара, Канашра, Патăрьелĕнче, Çĕмĕрлере, Хĕрлĕ Чутайĕнче тата Кÿкеçре иртнĕ. Ĕнерхи гала-концертра сцена çине тухнисене тĕрлĕ дипломпа, медальпе, ятарлă кубокпа чысланă.

23 Ака, 2017

Геннадий Большаков артист вилнĕ

Чăваш патшалăх академи драма театрĕ пысăк çухату тÿснĕ - чăваш сценин хальхи вăхăтри çутă çăлтăрĕсенчен пĕри, куракансен юратакан артисчĕ Геннадий Большаков вилнĕ.

23 Ака, 2017

«Çулталăк вĕрентекенĕ – 2017» çĕнтерÿçисене чысларĕç

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарти Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕнче республикăри педагог профессийĕн ăсталăхне палăртакан конкурссен пĕтĕмлетĕвĕ иртрĕ.

Pages