Шупашкар шыв управне юхса кĕрекен пĕчĕк юханшывсем кăçал ытти çултинчен 5 кун маларах тулма пуçланă. Пĕлтĕр шыв пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче кăна пуçтарăнма тытăннă.
Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ умĕн пирĕн республикăра "Чĕнтĕрлĕ чаршав" конкурс çулсерен ирттереççĕ. Ăна хальхинче те Культура министерстви, Чăваш Енри Театр ĕçченĕсен союзĕ тата республикăри театрсем йĕркелеççĕ.
"Хыпар" Издательство çуртĕнче тухса тăракан ачасемпе çамрăксен кăларăмĕсен - "Тантăш" хаçатăн, "Тетте" тата "Самант" журналсен - ырантан пĕр редактор пулĕ. Ку тивĕçе пурнăçлама унччен "Çамрăксен хаçатĕнче" корреспондентра ĕçленĕ Алина Измана шаннă.
РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕ Youtube медиахостингра канал уçнă.
Управлени ертÿçин аслă пулăшуçи Олег Дмитриев пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ утăма халăхпа тачă çыхăнса ĕçлемелли çĕнĕ те тухăçлă меслетсем шыранă май тунă. Унччен те управлени халăх сечĕсенче аккаунтсем йĕркеленĕ: 2011 çулхи çy уйăхĕнче "Twitter"-та уçнă, пĕлтĕр - "ВКонтакте", "Facebook" тата "Инстаграм" сетьсенче.
Физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе пĕлтĕр Чăваш Енри виçĕ районта уйрăмах лайăх йĕркеленĕ. Вĕсене республикăн Физкультурăпа спорт министерствин анлă коллегийěн ларăвěнче чысланă.
Православи тĕнне ĕненекенсем валли Чăваш кĕнеке издательствинче чăвашла виçĕ кĕнеке кун çути курнă. Вĕсене В.Г. Григорьев хатĕрленĕ. Кăларăмсене пиншер экземплярпа пичетленĕ.
Чăваш Енри хирургсем кăткăсран кăткăс операци тăвас ăсталăха çулсерен ÿстерсе пыраççĕ. Юлашки вăхăтра вĕсем эндовидеооперацие тата ытти çавăн йышши пысăк технологиллĕ ытти меслете алла илеççĕ.
Чăваш Енре паллă сцени ăсти, баритон, кирлĕ самантра тенор евĕр те юрланă Мефодий Денисов çуралнăранпа 95 çул çитнине тивĕçлипе паллă тăваççĕ. Шупашкарти Ачасемпе çaмрăксен пултарулăх центрĕнче тата Чăваш наци музейĕнче те уява сумлăн палăртнă. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче астăвăм каçĕ иртнĕ.
Шупашкарти Мускав районĕнче урамсене чи лайăх шăлакансене чысланă. Конкурс комиссийĕ асăрханă тăрăх, "Приволжский" бульварти 3-мĕш çурта тирпейлесе тăракан Тамара Тарасована çитекенни пулман.