Новости по теме

15 Пуш, 2017

Каллех — çĕршĕн

Çĕр лаптăкĕсемпе çыхăннă ултавлă ĕçсемшĕн ял тăрăхĕсен, райадминистрацисен миçе пуçлăхĕ суд умне тăмарĕ пуль — пурпĕр саккуна пăсма пăрахмаççĕ.

Ку хутĕнче Шупашкар районĕнчи Вăрман Çĕктер ял тăрăхĕн экс-пуçлăхĕ суд тенкелĕ çине ларнă. Ăна УК 285 статйин 2-мĕш пайĕпе (вырăнти хăйтытăмлăх органĕн пуçлăхĕ должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курни) айăпланă.

15 Пуш, 2017

Ачасем "Артека" каясшăн

Раççей почти тата Пĕтĕм тĕнчери "Артек" ача-пăча центрĕ ачасен çырăвĕсен "Почта! Манăн "Артека" каяс килет" иккĕмĕш уçă конкурс пуçланни çинчен пĕлтерчĕç.

Çак конкурс урлă хастар ачасем хăйсен пултарулăхĕ пирки пĕлтерме, парне вырăнне тĕнчипе паллă лагере çитсе килме пултараççĕ. Çĕнтерÿçĕсем "почта сменине" лекеççĕ: ăна Раççей почтипе пĕрле кăçалхи çурла уйăхĕнче йĕркелеççĕ.

15 Пуш, 2017

Кокеле пуç тайма — тăван ялне

Чăвашсен сăнарлă искусствин никĕслевçи, паллă педагог, общество деятелĕ Алексей Кокель çуралнăранпа 137 çул çитнине халалласа Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче мероприяти иртнĕ.

14 Пуш, 2017

Сосновкăри ухăçă Европăра çĕнтернĕ

Шупашкарти 17 çулти ухăçă Европăри чемпионатра тата первенствăра бронза медале тивĕçнĕ. Юниорсем хушшинчи ăмăрту Францири Виттель хулинче пуш уйăхĕн 6-12-мĕшĕсенче иртнĕ.

Çамрăк ухăçăсен чемпионачĕ Раççей командишĕн ăнăçлă вĕçленнĕ. Пирĕн çĕршыв спортсменĕсем Францирен 11 медальпе таврăннă.

14 Пуш, 2017

Çĕрпÿ район администрацийěн пуçлăхĕн тивĕçěceне Алла Волчкова пурнăçлать

Иртнĕ эрнеренпе, пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнченпе, Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçěceне Алла Волчкова пурнăçлать. Çывăх вăхăтра райадминистраци пуçлăхне палăртмалла.

14 Пуш, 2017

Коммуналлă пулăшу шутласа паракансене олимпиадăна чĕнеççĕ

Халăха коммуналлă тÿлев укçине шутласа паракансем республикăри олимпиадăра тупăшĕç. Ăна Суту-илÿ, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсен кунне халалласа пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче ирттерĕç.

13 Пуш, 2017

Çул-йĕр çинчи шăтăк-путăка çу уйăхĕн вěçěччен юсаса пĕтерĕç

Чăваш Енĕн çул-йĕрĕ çинчи шăтăк-путăка çу уйăхĕнче юсаса пĕтерĕç. Çул-йĕр ыйтăвне паян, пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче, иртнĕ республика Правительствин ларăвĕнче пăхса тухнă.

13 Пуш, 2017

Парижра чăвашсен куравĕ уçăлнă

Паян Парижра Раççейĕн ăс-хакăлпа культура центрĕнче художество промыслисен тата ремеслисен "Раççей сувенирĕ" куравĕ уçăлнă. Унта чăвашсен коллекцийĕ те тивĕçлĕ вырăн йышăнать.

Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова Фейсбукри хăйĕн страницинче пĕлтернĕ тăрăх, чăвашсен экспоначĕсем Липецк облаçне хирĕçле, Коми тата Дагестан Республикисемпе кÿршĕллĕ вырнаçнă.

Тăван халăхăмăрăн аваллăх çÿпçинчи пуянлăхне Францири курава Ирина Меньшикова тата Татьяна Петрова тĕрĕ ăсти илсе кайнă.

www.hypar.ru

Pages