Новости по теме

9 Пуш, 2017

Шупашкарти форума Мускавра сÿтсе яваççĕ

Шупашкарта кăçал та «Раççей регионĕсем – çитĕнĕвĕн çĕнĕ хутлăхĕсем" экономика форумĕ иртмелле. Йăлана кĕнĕ мероприятие республика Правительствин Пуçлăхĕн çумĕ – экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин Мускавра экспертсемпе тата Чăваш Енри инвестици проектне хутшăнакансемпе сÿтсе явмалла.

7 Пуш, 2017

Чăваш Енри пултаруллă хĕрарăмсене патшалăх наградисемпе чысланă

Паян, пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Чăваш Енри чи пултаруллă хĕрарăмсенчен пĕрисене патшалăх наградипе хисеп тунă. Вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй чысланă.

Михаил Васильевич хĕрарăмсен общество пурнăçĕнчи пĕлтерĕшне пысăка хурса хакланă. "Сирĕнпе эпир экономикăна, вĕрентĕве тата ăслăлăха, сывлăха сыхлас ĕçе, культурăна, спорта аталантаратпăр", - палăртнă вăл.

7 Пуш, 2017

Проректор студентсен прависене хÿтĕлеме ыйтать

Пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн вĕрентÿ театрĕнче "Халăхсен пĕрлĕхĕ - Раççей патшалăхне çирĕплетмелли никĕс" форум иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Правительстви, ЧР Патшалăх Канашĕ пулăшнипе Чăваш Ен халăхĕсен ассамблейи йĕркеленĕ.

3 Пуш, 2017

Панкрута тухнисен продукцийĕ Сахалина ăсанать

Панкрута тухнă предприятисен малашлăхĕ çук темелле мар. Мал ĕмĕтлĕ çынсем тилхепене вăхăтра хайсен аллине илсен йывăрлăхри предприятисем те çĕнĕрен сывлăш çавăрса яраççĕ. Çакна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпÿ районĕнчи "Вурнарец" тата "Велес" тулли мар яваплă обществăсенче пулнă хыççăн палăртнă.

2 Пуш, 2017

Шупашкарта çĕршыври чи лайăх çĕр улмине туянма пулать

"Çĕр улми - 2017" регионсен хушшинчи форум йĕркелесси юлашки çулсенче пирĕн республикăра йăлана кĕчĕ. Паян ăна "Экспо-Контур" суту-илÿпе курав центрĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçнă. РФ Ял хуçалăх министерствипе Раççейри çĕр улми ÿстерекенсен союзĕ пулăшнипе йĕркеленĕ кăçалхи курава çĕршывăн 22 регионĕнчен килсе çитнĕ.

2 Пуш, 2017

Пĕрлехи транспорт картти хакланĕ

Тĕрĕсрех каласан, унчченхи хака çитĕ. Аса илтерер, Шупашкарти троллейбус-автобусра, пассажирсене илсе çÿрекен ытти транспортра унпа тÿлесен тÿрех 4 тенкĕ перекетлеме май килет.

2 Пуш, 2017

Ăшă салам ĕмĕрлĕх

Таса чунтан ырă сунса каланă ăшă сăмах кирек камăн кăмăлне çĕклет. Ăна хаçат урлă çитерсен вăл ĕмĕрлĕхе асра кăна мар, алăра та юлĕ. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе саламланине «Хыпар» хаçатра пичетлеме пулать:
организацисен 3000 тенкĕ тÿлемелле,
уйрăм çынсен - 500 тенкĕ.
Редакцие 8/8352/ 28-83-70 номерпе шăнкăравламалла, Шупашкарти И.Яковлев проспектĕнчи 13-мĕш çуртри 316-мĕш офиса çитмелле е салам текстне hypar2008@rambler.ru электронлă почтăпа ярса памалла.
Васкăр! Акци пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче вĕçленет. Йышăнма палăртнă саламсен шучĕ те шутлă.
 
1 Пуш, 2017

Çĕрпÿсем малашлăха çирĕппĕн утаççĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Çĕрпÿ районĕнче ĕçлĕ çÿревре пулчĕ. Асăннă муниципалитетра вăл район пуçлăхĕпе Татьяна Бариновăпа тата район администрацийĕн ертÿçипе Александр Казаковпа тĕлпулу ирттерчĕ.

Pages