Новости по теме

20 Нарăс, 2017

Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕнчи Куба Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Эмилио Лосада Гарсияпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕнчи Куба Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Эмилио Лосада Гарсияпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче икĕ республика хушшинче анлă çыхăну пулса пынине асăннă. Çак паллă пулăм малашнехи икĕ енĕ çыхăнусене тата та вăйлатма пулăшассине шанса каланă.

17 Нарăс, 2017

Пĕрле тата пĕр шухăшлă пулса тăрăшар!

Паян «Хыпар» Издательство çуртĕнче ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов пулчĕ. Вăл коллектива учрежденин çĕнĕ директорĕпе тата тĕп редакторĕпе Татьяна Вашуркинăпа паллаштарчĕ.

16 Нарăс, 2017

Правительствăпа бизнес – алла-аллăн

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян «ЧР Суту-илÿпе промышленноç палати» союз членĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçăва экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова, Суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин, ыттисем хутшăннă.

16 Нарăс, 2017

Депутатсен «космосран» çĕр çине анма тиврĕ

ЧР Патшалăх Канашĕн ĕнерхи черетлĕ 5-мĕш сессийĕн кун йĕркинче республика бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккун проектне тишкересси тĕпре пулчĕ те — вăл самай хивре калаçу çуратрĕ. Оппозицири фракцисен депутачĕсене ку килĕшмест, вăл тивĕçтермест — вĕсене тивĕçлĕ хурав парса Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «лăплантарма» тиврĕ. Хăшĕсене космос теми питĕ пăшăрхантарать те — тĕнче уçлăхĕнчен çĕр çине антарчĕ тейĕттĕм.

16 Нарăс, 2017

Тăваллах талпăнаççĕ

Муниципалитетсенче «Районăн 2016 çулхи экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕ тата 2017 çулхи тĕллевĕсем» темăпа кунсеренех канашлусем иртеççĕ. Кашнинчех Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй хутшăнать. Нарăсăн 16-мĕшĕнче вăл Шупашкар районĕнче пулчĕ. Ĕçлĕ тĕлпулу Кÿкеçри «Улăп» спортпа сывлăх центрне çитсе курнинчен пуçланчĕ. Кунта физкультурăпа спорт мĕнле аталаннине, ку енĕпе сиксе тухакан çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç. Михаил Васильевич çынсен сывлăхне çирĕплетес ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрнине ырларĕ.

16 Нарăс, 2017

Тракторсем тăвакан заводăн йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăвĕсене татса пама 3,7 млрд куçарса панă

Юлашки икĕ уйăх хушшинче тракторсем тăвакан заводăн йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăвĕсене татса пама 3,7 млрд куçарса панă.  Кун пирки паян Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн сессийĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтернĕ. Чăваш Республикинче вырнаçнă «Трактор завочĕсем» Концерн предприятийĕсем чăннипех те йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ ыйтăва республика Правительстви куçран вĕçертмен.  Хăш-пĕр политика партийĕнче тăракан депутатсем хăйсен авторитетне çăмăл майпа çĕклес тесе ыйтăва юриех çивĕчлетме тăрăшаççĕ. Кун пек хăтланни кăлăхах.

16 Нарăс, 2017

Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Чăваш Енри представителĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче республика Ертӳçи Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Чăваш Енри представителĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

15 Нарăс, 2017

Информаци хатĕрĕсен тĕллевĕсем уçăмлă

Ытларикун ЧР Информаци политикин тата массăллă конммуникацисен министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта МИХсен, информаци технологийĕсен, полиграфи тата издательство ĕçĕн отраслĕсен представителĕсем хутшăннă, 2016 çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ.

15 Нарăс, 2017

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Каçал ен районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Каçал ен районĕнче пулнă.

Pages