Новости по теме

26 Раштав, 2016

Çепĕç сассисем тинĕсе лăпкаччăр

Вырсарникун пирĕн çĕршыв Раççейри паллă çынсене çухатрĕ. Артистсемпе журналистсем, çар çыннисемпе ыркăмăллăх фончĕн ĕçченĕсем РФ Оборона министерствин самолечĕпе Сирие Раççей салтакĕсене Çĕнĕ çулпа саламламашкăн кайма çула тухнă, анчах палăртнă вырăна çитеймен: лайнер Хура тинĕсе ÿкнĕ.

23 Раштав, 2016

Владимир Путин 50 яхăн ыйтăва хуравланă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин паян çĕршыври тата чикĕ леш енчи журналистсем валли пысăк пресс-конференци ирттерчĕ.

Шучĕпе вăл 12-мĕш пулчĕ. Тăватă сехете яхăн тăсăлнă тĕлпулура Владимир Владимирович массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсен пилĕк теçеткене яхăн ыйтăвне хуравлама ĕлкĕрчĕ.
 

23 Раштав, 2016

Хаклав

Дмитрий Моисеев, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан:

– Раççей Президенчĕ Владимир Путин паян ирттернĕ анлă пресс-конференцире йывăрлăхсене пăхмасăр çĕршыв малалла аталаннине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Мĕн пур тытăмрах ÿсĕмсем пуррине Владимир Владимирович шалти тата тулашри политикăпа çыхăннă ыйтусене вăхăтра, пĕлсе татса панипе сăлтавламалла. Президент хăй вăхăтĕнче ют çĕршывсем санкцисем вăя кĕртни агропромышленноç комплексне аталантарма пулăшнине çирĕплетрĕ. Кăçал ял хуçалăхĕ историре пулман пысăк тухăç илнĕ - 119 миллион тонна тĕштырă пухса кĕртнипе, паллах, мăнаçланмалла. Куншăн Владимир Владимирович ял çыннисене уйрăммăн тав турĕ. Çĕршывра демографи лару-тăрăвĕ ку çулта та лайăхланнине каларĕ. Çуралакансен йышĕ, пĕлтерхипе танлаштарсан, кăштах чакнă. Çав вăхăтрах вилекенсен шучĕ те сахалланнă. Паллах, çакă регионсенче хальхи йышши сиплев центрĕсем хута кайнипе тата халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернипе çыхăннă.

23 Раштав, 2016

Саламлатпăр

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2016 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче кăларнă 695-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн Тăван çĕршыв культурине, массăллă информаци хатĕрĕсене аталантарас енĕпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн тата нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин "Хыпар" Издательство çурчĕ" автономи учрежденийĕн "Хыпар" хаçачĕн журналист тĕпчевĕсен пайĕн редакторне Николай Дмитриевич КОНОВАЛОВА "РАÇÇЕЙ ФЕДЕРАЦИЙĔН КУЛЬТУРĂН ТАВА ТИВĔÇЛĔ ĔÇЧЕНĔ" хисеплĕ ят панă

23 Раштав, 2016

Перекет банкĕ яланах юнашар

— Çынсене инкекре пĕччен хăвармастпăр. Пурне те пулăшатпăр, — терĕ çирĕппĕн Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Юрий Бычковский.

Перекет банкĕн ертÿçи журналистсемпе ятарласа тĕл пулнин сăлтавĕ чăннипех те пĕлтерĕшлĕ. Татфондбанкри кăткăс лару-тăрăва пула укçи-тенкине унта упранă çынсен юлашки вăхăтра канăç пĕтнĕ: пус çумне пус хушса тунă пурлăх каялла кĕсьене таврăнĕ-и? Ю.Бычковский управлющи çирĕплетнĕ тăрăх — таврăнать. Страховани тÿлевĕсен агентстви конкурс ирттерсе компенсаци паракан банксене палăртнă. Чăваш Енре ку тивĕçе Перекет банкĕ пурнăçлĕ. Çынсем тÿлевсене раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа банкăн республикăри 57 филиалĕнче илме пултараççĕ.

22 Раштав, 2016

Вырăнти влаç вырăнта пултăр

Ытларикун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи Муниципалитетсен йĕркеленĕвĕсен канашĕн черетсĕр VI съездне тата асăннă канаш правленийĕн анлă ларăвне хутшăннă.

 Республика Пуçлăхĕ вăйлă муниципалитет йĕркеленĕвĕсем Чăваш Ен аталанăвĕн никĕсĕ пулни-не палăртнă. Халăхăн çивĕч ыйтăвĕсене татса парасси, муниципалитетсенчи, ял тăрăхĕсенчи пурнăç шайне çĕклесси вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тухăçлă ĕçĕнчен нумай килет.

Pages