Новости по теме

1 Раштав, 2016

Владимир ПУТИН: Умри тĕллевсене пурнăçлатпăрах!

 

Раççей Президенчĕ Владимир Путин паян Кремль керменĕн Георгий залĕнче хăйĕн Федераци Пухăвне янă çулленхи Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Раççейĕн çĕнĕ историйĕнче çакă — 13-мĕш Çыру. Ăна итлеме Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, çĕршывăн ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, кĕпĕрнаттăрсем, общество ĕçченĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем пухăннă. Пĕр сехет те вунă минута тăсăлнă сăмахĕнче Президент çĕршывăн шалти тата тулашри политикин ыйтăвĕсене тишкерчĕ, социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне хакларĕ, умри тĕллевсене палăртрĕ. «Хыпар» Çырăвăн чи пĕлтерĕшлĕ сыпăкĕсемпе кĕскен паллаштарать.

1 Раштав, 2016

Чăваш Енри ТБО полигонĕ – çĕршывра чи лайăххисенчен пĕри

 ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юнкун Мускавра патшалăх корпорацийĕн — пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан фонд гендиректорĕпе — правлени председателĕпе Константин Цицинпа курнăçнă. Тĕлпулăва çавăн пекех Чăваш Енĕн строительство министрĕ Владимир Михайлов хутшăннă.

1 Раштав, 2016

Кун йĕркинче – çурт-йĕр юсавĕн ыйтăвĕсем

Пурăнмалли çурт-йĕрĕн капиталлă юсавĕ валли укçа пухассипе, юсав ĕçĕсене пурнăçлассипе çыхăннă ĕçсем тĕпрен илсен ăнăçлă пурнăçланаççĕ. Çакăн çинчен республикăн строительство министрĕн заместителĕ Максим Иванов нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсас ыйтусемпе журналистсем валли ирттернĕ пресс-конференцире пĕлтерчĕ.

1 Раштав, 2016

Медсестрасен пĕлтерĕшĕ пысăк

Сывлăх сыхлавĕн министерствин Республикăн клиника офтальмологи больницинче «Медицина сестрисен сахăр диабетĕнчен сыхланмалли профилактика тата сиплев ĕçĕнчи пĕлтерĕшĕ» наука-практика конференцийĕ иртнĕ. Унта Чăваш Енри медицина организацийĕсен 150 ытла делегачĕ хутшăннă.

1 Раштав, 2016

ТАССпа çыхăнса

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Мускавра Раççей информаци телеграф агентствин /ТАСС/ генеральнăй директорĕпе Сергей Михайловпа тĕл пулнă.

Информаци сферинче çыхăну тытса ĕçлес ыйтусене сÿтсе явнă. ТАСС хăй енчен агентствăн республика çинчен каласа паракан информаципе тишкерÿ материалĕсемпе вулакансен анлă йышне паллаштармашкăн пĕтĕмпех тума шантарнă. Михаил Игнатьев республикăн социаллă пурнăçпа экономикăри пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмĕсене çутатас тĕлĕшпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме хатĕррине çирĕплетнĕ.

1 Раштав, 2016

Михаил Игнатьев саламланă

Чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра ĕçлĕ командировкăра пулнă май Ирина Клементьевăна Шупашкар хулин пуçлăхне — депутатсен Шупашкар хула Пухăвĕн председательне суйланă ятпа телеграмма ярса саламланă.

Регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пысăк профессионализм, ĕçлес пултарулăхпа тата çынлăхпа çыхăннă пахалăхсем, хулана юратни Ирина Клементьевăна республикăн тĕп хулин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене ăнăçлă татса пама пулăшасса шаннине палăртнă.

Pages