Новости по теме

15 Авăн, 2016

Праски Витти: Ача чухне ÿкерме хут та çукчĕ

РФ тава тивĕçлĕ тата Чăваш халăх художникĕн Праски Виттин хваттерне кĕрсен хама  алерейăна лекнĕнех туйрăм — сăрă шăрши сăмсана кăтăклать, стенасем çинче картинăсем çакăнса тăраççĕ: открыткăсем, натюрмортсем, пысăккисем, вăтам калăпăшлисем, ал лаппи пеккисем те пур.

15 Авăн, 2016

Хула стоматологийĕн кĕрхи парнисем

Ĕмĕтсем тата вĕсене пурнăçласси пирки «Хулан стоматологи поликлиники» АУ тĕп врачĕпе, «Чăваш Республикинчи Медицина ассоциацийĕ» ОО канашĕн председателĕпе В.Н.ВИКТОРОВПА калаçатпăр. Хула стоматологийĕн кĕрхи парнисем

15 Авăн, 2016

Михаил Игнатьев совершил рабочую поездку в Цивильский район

14 сентября Михаил Игнатьев совершил рабочий визит в Цивильский район. В ходе поездки его сопровождала депутат Государственного Совета Чувашской Республики Елена Николаева.  

15 Авăн, 2016

Канаш аталанăв. валли — 739 миллион тенкĕ

Ĕнер Раççей Федерацийĕн Правительствинче РФ Правительствин Аппарачĕн ертÿçин пĕрремĕш заместителĕ Максим Акимов ертсе пынипе Монохуласене аталантармалли фондăн сăнав канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта инфратытăм валли укçа уйăрассине ырланă. Çав шутра Чăваш Республикинчи Канаш хули валли инвестици проекчĕсемпе çыхăннă инженерипе транспорт инфратытăмне йĕркелеме — 739 миллион тенкĕ ытла. Çулсем, тасатакан сооруженисем тумалли пĕтĕмĕшле хакĕ  8 миллиард ытла тенкĕлĕх 15 инвестици проектне пурнăçлама укçа уйăрĕç.

13 Авăн, 2016

Раççей вĕренÿ министрĕ Ольга ВАСИЛЬЕВА: Шкул пулсан ял пурăнать!

Ĕнер, авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Чăваш Енре «Ял шкулĕн вĕрентекенĕ — Раççей аталанăвĕн векторĕнче» Пĕтĕм Раççейри ял вĕрентекенĕсен 3-мĕш съезчĕ иртрĕ. Унăн ĕçне хутшăнма Раççей Федерацийĕн вĕренÿпе ăслăлăх министрĕ Ольга Васильева килчĕ. Съезда Раççейĕн 62 регионĕнчен 505 педагог хутшăнчĕ.

Ял вĕрентекенĕсен анлă форумĕ пуçласа 2013 çулта Мускавра иртнĕ. Икĕ çул каялла делегатсене Тамбов облаçĕ йышăннă. Черетлĕ пухăва мĕншĕн пирĕн республикăра ирттерме шут тытнине вара тавçăрма йывăр мар: Чăваш Енре юлашки çулсенче вĕренÿ тытăмне аталантарассипе курăмлă улшăну чылай пулса иртет.

13 Авăн, 2016

Елчĕк ялĕ 428 çул тултарчĕ

Канмалли кунсенче Елчĕк ялĕ хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ. Кăçал вăл 428 çул тултарчĕ. Шăматкун тĕп стадионта Елчĕк районĕнчи çамрăксем футбол стадионĕнче тĕл пулчĕç, туслăх кубокĕшĕн ăмăртрĕç.

Тепĕр кунхи мероприятисем район центрĕнчи Александр Не¬вский ячĕллĕ чиркĕвĕнче литургирен пуçланчĕç.

13 Авăн, 2016

Туслăх çултан çул çирĕплентĕр

Ульяновск-Чĕмпĕр чăваш халăхĕн иккĕмĕш тĕп хули пекех. Пирĕн Патриархăмăр Иван Яковлев çак хулара чăваш ачисене вĕрентме пуçланă. 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче тата 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче пĕлÿ илсе çĕр-çĕр чăваш пурнăç çулĕ çине тухнă.

13 Авăн, 2016

Хăш парти программи халăха çывăхрах?

Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕсем иртеççĕ. Вĕсене хутшăнакан политика партийĕсемпе депутат кандидачĕсем суйлавçăсене унччен хăйсен программисемпе паллаштараççĕ. Вĕсем мĕнпе кăсăклă-ха?

Депутат мандачĕшĕн кĕрешекен, РФ Патшалăх Думинче тахçанах фракци йĕр¬келенĕ темиçе парти хăйсен программи¬пе суйлавçăсене кăсăклантарас тĕллев¬пе журналистсене пухассине пĕлтермерĕ. «Единая Россия» партин республикăри уй¬рăмĕ ирттернĕ пресс-конференцире еди¬нороссем «Чăваш Ен — хăтлă пурăнакан¬сен регионĕ» программăпа паллаштарчĕç.

Pages